Çĕнтерỹçĕсене чысланă
Малта пыракан дояркăсен паха опычĕпе паллаштарас, ĕçре малта пыракансене хавхалантарас шутпа районта çулталăкра кашни ĕнерен 5 пин тата 4 пин килограмм сĕт суса илнĕ дояркăсен клубне туса хунă. Кăçал унта 35 доярка кĕнĕ. 2004 çулта районта "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕн доярки О.В.Наумова пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăл хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 6294 килограмм сĕт суса илнĕ. 6 пин чикки урлă каçнă тепĕр доярка вăл- Л.И.Чижикова("Асаново"). А.М.Чернова, В.Г.Павлова ("Рассвет"), В.А. Яковлева, М.И.Таркина, А.А.Кашкирова, В.Н.Павлова, Н.П.Голубева ("Асаново") 5 пин ытла килограмм, М.Н.Белкова, М.И.Казикова, Н.Н.Васильева, З.Я.Михеева, Е.Г.Коновалова, З.И.Белкова, Л.И.Михеева, А.Н.Порфирьева ("Восток"), С.Н.Владимирова, Л.Л.Козлова ("Асаново"), В.Г.Николаева, З.П. Анисимова, С.В.Никифорова, С.Н.Леонтьева, Г.В.Фомина, Н.Н. Егорова, В.А.Наумова, Л.В. Егорова, ("Луч"), Е.А.Ильина ("Урожай"), И.А.Лебедева, Е.А.Каримкина, З.Я.Квасова, Е.А.Руссакова, Л.А.Мукшина ("Искра"), В.С.Тарасова ("Слава"), З.А.Тарасова ("Труд") 4 пин килограмм ытла сĕт суса илнĕ. Вĕсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче "Весна" ресторанта район администрацийĕ тата агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн президиумĕ саламланă. Ĕçре малашне те çитĕнỹсем сунса район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальдинов, агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев, хĕрарăмсен райсовечĕн представителĕ Н.Н.Розова сăмах каланă. Тутлă апат-çимĕçпе сăйланисĕр, парнесем панисĕр пуçне çак кун вăйăсем те вылянă. А.Красновапа В.Кокшин пуçтарăннисене çепĕç юрăсем парнеленĕ. 5 пин килограмм сĕт сунисен клубĕн председателĕ пулма О.В.Наумована суйланă.
"Каçал Ен"