Районти фестивальте
Вырăс чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланать, çавна май нумаях пулмасть çак чĕлхене вĕрентекенсем Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа III фестиваль ирттерчĕç. Уяв Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче иртрĕ. Ку шкулта пурĕ аллă тăватă вĕрентекен, вĕсенчен улттăшĕ- аслă категориллĕ, çирĕм пĕрĕшĕ- I категориллĕ. Виçĕ пайран тăракан фестивале пурĕ вăтăр çичĕ вĕрентекен хутшăнчĕ. Тĕрлĕ шкулсенчен килнĕ учительсем уçă уроксем пачĕç. Акă, Тукай Мишер вăтам шкулĕнчи Назиря Каримовна Ахметсафина "Вăрçă ахрăмĕ", Тукайри Татьяна Владимировна Соловьева "Манăçми Хатынь", Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнчи Светлана Васильевна Михайлова - "Вăрçă- хĕрарăмшăн мар", Асанкассинчи Ирина Николаевна Исаева "Паттăрсем яланах пирĕн асра", Çĕнĕ Кипеçри - Надежда Александровна Петрова "Вăрçă хирĕнче туптаннă йĕркесем", Татьяна Юрьевна Мальчикова (Аслă Чурачăкран)- "Вăрçă хирĕнчи хĕрарăмсен асăмĕ" темăсемпе ирттернĕ уроксенче хăйсен пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Уçă уроксенче пулнă ачасемшĕн çак кун чылайлăха асра юлĕ. Унта мĕн чухлĕ хумхантаракан, савăнтаракан, тĕлĕнтерекен ыйтусем пулчĕç. Фестивалĕн иккĕмĕш пайĕнче вĕрентекенсем тĕрлĕ ỹкер-чĕксемпе, ачасен реферачĕсемпе, стена хаçачĕсемпе, стендсемпе паллашрĕç. 5-11-мĕш классем илемлĕ хайлавсемпе рефератсем хатĕрленĕ. Акă, О.Гаврилован (10-мĕш "в" класс) "Никама та манман, нимĕн те манăçман" реферачĕ, К.Пиманован "Ачасемпе хĕр-арăмсен вăрçăри паттăрлăхĕ" хайлавĕ пысăк хака тивĕçрĕç. Э.Кополухина, К.Паркова, В.Тумаланова, Л.Галимзянова, Ю.Кокшина, И.Горбунова, Д. Юманова, А.Заргиров тата ытти нумай нумай ача пултаруллă пулни курăнчĕ. Фестивалĕн виççĕмĕш па-йĕнче ачасен хорĕ Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсем çинчен хывнă юрăсене пысăк ăсталăхпа шăрантарчĕ. Н.Михайлова, С.Гавриков вĕренекенсем пурне те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. А.Титова вуланă сăвă йĕркисем кашнин чун-чĕрине хускатрĕç, Афган вăр-çинче ывăлне çухатнă амăшĕн сăмахĕсене куççульсĕр итлеме те май çук. Чун-чĕрене тыткăнламалла ăста вуларĕ хĕрача. Юлашкинчен вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи Г.Г.Бормотина уçă урок паракансене, фестивале ирттерме хатĕрленĕ Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулне Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ку фестивальте çĕннипе те, ĕçтешĕсен пултарулăхĕпе те паллашрĕç, тулли кăмăлпа саланчĕç.
"Каçал Ен"