Ялсене ешĕл сăн кĕртмелле, терĕç
Чĕчкен ял администрацийĕн отчетлă пухăвĕнче ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн ĕçмелли шыв пахалăхне ла-йăхлатасси çинчен калакан Указне аслăчурачăксемпе чĕчкенсем ырласа йышăнчĕç. Урамсенче водопровод тума проектсем хатĕрлес енĕпе ĕçлеме йышăну турĕç. Чĕчкен ял администрацийĕнче 464 хуçалăх. Унта 1666 çын пурăнать. Шел пулин те, юлашки çулсенче ача çураласлăхĕ чакса пыни палăрать. Иртнĕ çул икĕ ялĕпе те 13 ача анчах кун çути курнă. 22 çын çут тĕнчепе сывпуллашнă. Пухура çак ыйтупа пăшăрханса калаçрĕç. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн çĕнĕ çурчĕн проектне хатĕрленĕ май çураласлăх ыйтăвĕ татах та çи-вĕчрех тухса тăрать. Икĕ ялĕпе те пĕр класлăх та ача пуçтарăнмасан çĕнĕ шкул кĕтме йывăр пулĕ. Аслă Чурачăк шкулĕ вара районта чи киввисенчен пĕри. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Р.Абулханов анлă отчет туса пачĕ. Кăçал Президент парксемпе садсен çулталăкĕ тесе палăртнă май тавралăха ешĕл сăн кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине каларĕ. Ку енĕпе пĕрремĕш утăмсем пур та ĕнтĕ. Кĕркуннех Аслă Чурачăкпа Вăрманхĕрри Чурачăк çулĕ хĕррипе 2500 тĕп йывăç хунавĕ лартнă. Ялсенчи ватăлнă, çĕрнĕ йăмрасене каснă. Çуркунне вĕсем вырăнне çĕнĕрен лартма палăртаççĕ. Чĕчкен ял администрацийĕ пĕлтĕр тирпей-илем енĕпе Раççейре ирттерекен конкурса хутшăннă. Иртнĕ çул унта призлă вырăнсем çĕнсе илеймен. Малашне ял сăн-сăпатне улăштарас, тирпей-илем кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине пухура çирĕплетрĕç. Отчета сỹтсе явса Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕн директорĕ А.Г.Гибатдинова, Аслă Чурачăк социаллă- культурăллă центрĕн директорĕ Е.В.Шуряшкина, Аслă Чурачăкри çемье офисĕн фельдшерĕ Т.Ф.Мальчикова сăмах илчĕç. Вĕсем халăх ыйтăвне тивĕçтерес енĕпе пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕç. Пухура çемье врачĕн офисĕ валли "васкавлă пулăшу" машини пирки те калаçу пулчĕ. Ку ыйтупа район администрацине çырупа тухма йышăнчĕç. Районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Х.С.Идиатуллин депутатсем йышăннă саккунсемпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи И.А.Никитина халăха паянхи кун кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав пачĕ. - Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ялĕсенче пурăнакансем районти культура пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсемсĕр пĕр мероприяти те иртмест тесен те тĕрĕсех пулĕ,- палăртрĕ район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ В.С.Васильев. - Ахалтьтен мар ĕнтĕ Аслă Чурачăкри социаллă-культурăллă центр культура учрежденийĕсене хĕллехи тапхăра хатĕрлес енĕпе районта ирттернĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хальхи вăхăтра та кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Социаллă-культурăллă центрăн çивиттине витеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Б.М.Каринкин ял администрацийĕн территорийĕнче пурăнакансем пултарулăхпа палăрса тăнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Пухура çавăн пекех "Труд" ялхуçалăх кооперативĕн председателĕ В.П.Николаев, Аслă Чурачăк ял старости В.Т.Акчурин тухса калаçрĕç. Пуху вĕçĕнче вăрçă ветеранĕсене, тылра ĕçленĕ çынсене Çĕнтерỹ 60 çул çитнĕ ятпа паракан юбилей медалĕсене кăкăр çине çакса ячĕç. .
"Каçал Ен"