Граждансен пухăвĕнче
Нумай ыйту хускатрĕç Кайнлăк ял администрацийĕн территорийĕнче 3 ялхуçалăх предприятийĕ вырнаçнă. Вăл е ку хуçалăхри лару-тăру, пурнăç мĕнлине ялсенчи администрацин пухăвĕсенче ларсах хак пама пулать. Сăмахран, Кайнлăк ялĕнче урамсене юртан тасатас ыйту çук. "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕ тракторпа тивĕçтерет. Çав вăхăтрах Йăлмахва №"Дубрава"№ тата Хирти Мăнтăр №"Турхан"№ ялĕсем пирки апла калама çук. Çавăнпа Кайнлăк ял администрацийĕн пуçлăхĕ С.Н.Журавлев малашне çав ял çыннисенчен укçа пуçтарса пĕр-пĕр организаципе е уйрăм çынпа килĕшỹ тумалли çинчен асăнчĕ. Инкек-синкек куçа курăнса килмест. Пушарĕ те пулма пултарать. Юр уçман урама транспорт хатĕрĕ кĕреймест, апла пулсан пулăшу та вăхăтра çитмест. Ялсенче пурăнакансем пухусенче тĕрлĕ ыйту хускатрĕç. Газификаци те, пахалăхлă шывпа тивĕçтересси те, телефон кĕртесси те пулчĕ кунта. Кашни ялтах администраци пуçлăхĕ тирпей-илем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ял сăн-сăпачĕ, унăн илемĕ ытларах унта пурăнакансенчен килет. Ялсем ватăлса пыраççĕ. Çакă пĕр Кайнлăк ял администрацийĕнче çеç палăрмасть. Кунти 3 ялта 395 хуçалăх. Пĕлтĕр пурĕ те 9 ача çуралнă. 5 çемье чăмăртаннă. 24 çын вилнĕ. Сергей Николаевич хăйĕн докла-дĕнче кăсăклă кăтарту илсе кăтартрĕ. Ялсенче 14_30 çулсенчи 298 çын пурăнать. Вĕсенчен 163-шĕ çеç çемьеллĕ. Хусахсен йышĕ пысăк. Ку проблема пĕр Кайнлăк ял администрацийĕнче çеç мар. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн указĕпе кăçалхи çул _ садсемпе парксен çулĕ. Çавăнпа ялсенче йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем палăртнă. Йăлмахва пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕнче сад чĕртесшĕн. Кайнлăкри çăлкуç йĕри-тавра карта тытса унта йывăçсем лартасшăн. Хирти Мăнтăр культура çурчĕ çывăхĕнчи лаптăка йывăçсем лартса кану зони тăвас ыйту пухура пулчĕ. Çак ялта ĕлĕк чиркỹ пулнă. Çывăх вăхăтрах чиркỹ тăваймасан та, часовня лартас ыйту çĕкленчĕ. Социаллă-культурăллă учрежденисене газификацилес ыйтусемпе те ĕçлесшĕн. Çакă бюджет укçине чылай перекетлеме май парĕ. Йăлмахва тата Хирти Мăнтăр ялĕсенчи масарсене пысăклатса вĕсен йĕри-тавра карта тытма укçа пуçтарас ыйтупа та калаçрĕç пухура. Ял администрацийĕн территорийĕнчи ялхуçалăх предприятийĕсем ăнăçлă ĕçлеменни халăх çине витĕм кỹрет. Ялта выльăх тытакансен йышĕ пысăках мар. Акă, Йăлмахва ялĕнче 141 хуçалăх. Статистика тăрăх, унта 53 ĕне, 5 сысна, 2 лаша çеç тытаççĕ. Хирти Мăнтăрта 92 ĕне, 24 сысна регистрациленĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Б.Каринкин, район больницин тĕп врачĕн çумĕ Т.Тимергалеева, культура пайĕн начальникĕ В.Васильев, социаллă пулăшу пайĕн специалисчĕ Н.Галзанова, экономика тата рынок хутшăнăвĕсен пай начальникĕ М.Кокорева хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç, ыйтусем çине хурав пачĕç. "Кызыл сабанча" тата "Турхан" хуçалăхсен ертỹçисем М.Шарафутдинов, В.Данилов та пухура сăмах илчĕç. Вăрçă ветеранĕсене, тылра хастар ĕçленĕ çынсене Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕсемпе наградăларĕç. Виçĕ ялта пухусем ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕç. Кайнлăк ял администрацийĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне "лайăх" хак пачĕç.
"Каçал Ен"