Хусан хулине- 1000 çул
Тутар шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентесси çулсерен аталанса, çĕнелсе пырать. Çакă ку вĕренỹ çулĕнче уйрăмах палăрчĕ. Нумаях пулмасть тутар чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Тукай Мишер вăтам шкулне уява пухăнчĕç, Хусан хули 1000 çул тултарнине тата тăван чĕлхе уявне ирттерчĕç. Шкула хăнасем чылайăн килсе çитрĕç: Урмаел ял администрацийĕн ертỹçи М.М.Зайнуллин, Чĕчкенĕн- Р.Р.Абулханов, Шурутран - М.Х.Хасянов, районти вĕрентỹ управленийĕн методисчĕсем Г.П.Алексеевăпа С.Х.Самарина, тутар чĕлхине вĕренекен шкулсенчен ачасемпе вĕрентекенсем тата Тукай Мишер ялĕнче пурăнакан ачасен ашшĕ-амăшĕсем, районти искусство шкулĕн директорĕ Ф.А.Гибатдинов хăйĕн пĕчĕк артисчĕсемпе. Уявăн пĕрремĕш пайне шкул директорĕ Э.М.Багаутдинова уçрĕ. Килнĕ хăнасене, вĕрентекенсене ăшшăн саламларĕ. Чĕчкен тĕп шкулĕнче вĕрентекен Р.Р.Шайдуллина Хусан ханствин кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Ферит Абудуллович мультимедиапроекторпа тутар халăхĕн авалхипе хальхи пурнăçне сăнласа уçса паракан сăнỹкерчĕксемпе паллаштарчĕ. Уявăн иккĕмĕш пайĕнче юрăсемпе ташăсем пулчĕç. Юхрĕ юрă ян та ян! Тутар халăхĕн юрри-ташшипе кашни шкултан килнĕ вĕренекенсем паллаштарчĕç. Урмаел вăтам шкулĕнчи ачасен Хусан кремлĕнчи хан сăн-сăпатне, ĕçне-хĕлне сăнласа паракан сценки пурин кăмăлне те кайрĕ. Хан сăнарне 11-мĕш класра вĕренекен Марсель Сахров пысăк ăсталăхпа кă- тартса пачĕ. Районти искус-ство шкулĕн воспитанникĕсем тутар халăхĕн юри-ташшине пысăк ăсталăхпа кăтартрĕç. Уявра пултарулăх кăтартнă вĕренекенсене шкул ертỹçипе районти искусство шкулĕн директорĕ парнесемпе дипломсем парса чысларĕç. Тутар юррисене илемлĕ юрланăшăн З.Хайретдиновăна (Тукай Мишер вăтам шкулĕнчен), А.Тукаева, Д.Ибрагимована, Г.Зинетуллинана, А.Феткулловăна - Шурутри вăтам шкултан, пĕртăван Ринатпа Риназ Фейзрахмановсене, И.Айсене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç. Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ. Шкул ертỹçине тата кунта ĕçлекенсене уява ирттерме пулăшнăшăн, ырă кăмăллă пулнăшăн килнĕ хăнасем ăшшăн тав турĕç. Çакăн пек уявсем ачасемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен асаттесемпе асаннесен кун-çулĕн çулне-йĕрне тĕпчени аваллăх пуласлăхра сыхланса юлма пултарни патне илсе пырать. .
"Каçал Ен"