Палăртнă тĕллевсене пурнăçланă
Асанкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И.Филиппов хăйĕн докладĕнче чи малтанах иртнĕ çулхи отчетлă пухура йышăнса хăварнă тĕллевсем пурнăçланни пирки чарăнса тăчĕ. Унта малтанах ялта газификаци ĕçне хăвăртлатас ыйтăва палăртнă. Паянхи кун ку ялта 167 хуçалăхра "сенкер çулăм" çунать. Çывăх вăхăтра çутçанталăк газĕ кĕртес текенсем татах та пур. Ял администрацийĕ социаллă тата культурăллă объектсене газификацилеме проектсем хатĕрлес енĕпе ĕçлет. Пĕччен пурăнакан 8 ватăна пенси фончĕ урлă газ кĕртме укçа-тенкĕ парса пулăшнă. Палăртнă тĕллевсенчен тепри вăл _ ялта физкультурăпа спорта аталантарасси. Ку тăрăхра спорта юратакансем пурăнаççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцийĕ ĕçлет. Унта çỹрекен спортсменсем район, республика шайĕнчи ăмăртусенче çеç мар, Раççей чемпионачĕсенче те лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Асанкасси ял администрацийĕн, Рипанов летчик-испытателĕн кубокĕсемшĕн волейболла выляса ăмăртусем ирт-тересси йăлана кĕнĕ. Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Чернов ячĕллĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ республикăри районсенчи спортсменсене те йыхравлать. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн пахалăхлă шывпа тивĕç-терес енĕпе кăларнă указне пурнăçласа водопровод тумалли проектсем хатĕрлеме пуçланă. Иртнĕ çулах ялта администрациллĕ, социаллă культура центрĕ тăвас ыйту хускалнă. Çак енĕпе кăçал малалла ĕçлесшĕн. Ялта 1202 çын пурăнать. Ача çураласлăхĕ вара питĕ пĕчĕк. Иртнĕ çул 4 çемье чăмăртаннă, 2 ача çуралнă, 16 çын вилнĕ. Малашне те кун пек лару-тăру пулсан ял пуласлăхĕ иккĕленỹллĕ. "Ял çынни" тĕллевлĕ программăпа 1 çемье патшалăхран пулăшу илнĕ. Культура пурнăçĕ асанкассисен пуян. Унти "Çăлкуç" ансамбле пĕлменнисем районта çук та пулĕ. Культура çурчĕн директорĕ И.В.Портнов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кунта "Шурă туя" уявне, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен конкурсне ирттересси йăлана кĕнĕ. Пухура район больницин тĕп врачĕ М.И.Федорова, пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ З.В.Каринкина ял çыннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. "Асаново" ялхуçалăх кооперативĕн председателĕ Н.М.Копташкин тирпей-илем ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене 20 çынна Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнă ятпа юбилей медалĕсем пачĕ.
"Каçал Ен"