Тукайсем, хырхĕррисем çĕнтерỹçĕсем
Мартăн 13-мĕшĕнче Комсомольски çывăхĕнчи вăрман уçланкинче хĕллехи спорт сезонĕ хупăннă ятпа "Каçал ен" хаçат призĕсемшĕн эстафетăлла ăмăртусем иртрĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине шкулсенче вĕренекенсем, предприятисемпе ял администрацийĕсен командисем тухрĕç. Пирваях тупăшу пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче иртрĕ. 2 хĕрача, 2 арçын ача 3 километрлă дистанцие тухрĕç. Ку ушкăнра Тукай тĕп шкулĕн команди çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта- хырхĕррисем. Йăлмахва тĕп шкулĕнче вĕренекенсен- виççĕмĕш вырăн. Вăтам шкулсен командисенче вара- виçшер хĕрачапа арçын ача. Нумай юр çунипе йĕлтĕр çулĕ çăмăл пулмарĕ пулин те, çамрăк спортсменсем финиша малтан çитессишĕн пĕтĕм вăйне хучĕç. Çапах та Хырхĕрри вăтам шкулĕн команди дистанцие пĕрремĕш вĕçлерĕ. Пирваях икĕ тапхăрта малта пынă Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕн команди финиша иккĕмĕш çитрĕ. Нĕркеçсем вара виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Йышлăнах мар пулин те, предприятисемпе организацисен йĕлтĕрçисем те старта тухрĕç. Кунти тупăшура Хырхĕрри вăтам шкулĕнчи учительсен команди çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Хирти Сĕнтĕр тата Комсомольски ял администрацийĕсен командисем. Ăмăртăва çавăн пекех район администрацийĕ, районти тĕп больница, "Восток" ялхуçалăх кооперативĕ те командăсем тăратнă. Малти вырăнсене йышăнаймарĕç пулин те пуçне усмарĕç. "Чи кирли - çĕнтерỹ мар, сывă пурнăç йĕркипе пурăнни, спорта юратни",- терĕç вĕсем. Çак ушкăнсенче спорт ветеранĕсем А.Горбунов, В.Пундяков, Н.Ятманов, Н.Краснов тата ыттисем пулчĕç, хăйсен тĕслĕхĕпе çамрăксене хавхалантарчĕç. Çĕнтерỹçĕсем "Каçал ен" хаçат редакцийĕн тата районти спорт комитечĕн Дипломĕсене илме тивĕç пулчĕç. Пĕрремĕш вырăн йышăннă командăсене вара редакци 2005 çулхи II çур çула "Каçал ен" хаçата çырăнса парать.
"Каçал Ен"