МАЛТИ ВЫРĂНСЕНЕ ЙЫШĂНЧĔÇ
Нумаях пулмасть чăваш чĕлхипе тата литературипе районти олимпиада иртрĕ. Унта Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчи Ленăпа Лева Кузьминсем, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи С.Харитонова, Л.Автономова чи пултаруллисем пулчĕç. 11-мĕшсем хушшинче Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи Т.Акчурина, 10-мĕшсенчен Хырхĕрринчи Л.Вахитова, 9-мĕшсенчен Хирти Сĕнтĕрти Л.Голландцева иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Хырхĕрринчи С.Хлебникова (11-мĕш класс), Хирти Мăнтăрти Н.Медведева, Хырай Ĕнелĕнчи Н.Костякова (10-мĕш класс), Çĕнĕ Кипеçри О.Антонова (9-мĕш класс) виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Пĕрремĕш вырăн йышăннă вĕренекенсем республикăри олимпиадăна хутшăнĕç. Вĕсене унта ỹсĕмсем тума сунас килет. Вырăс тата тутар класĕсенче вĕренекенсем хăйсем уйрăм тупăшрĕç. Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен И.Алексеева, 10-мĕшĕнчи Т.Наумова, 11-мĕшĕнчи Т.Шуряшкина, Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнчи И.Лаврушкина (10-мĕш класс), О.Степанова (11-мĕш класс) пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Тăххăрмĕшсем хушшинче Кĕçĕн Каçал тĕп шкулĕнчи И.Смирнова, Шурутри Л.Галиуллова, Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнчи А.Сумзина, Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнчи И.Вахитова иккĕмĕш вырăна тухнă. Александровкăри М.Шишкина (9-мĕш класс), Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнчи Л.Ятманова (10-мĕш класс), Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕн-чи Т.Юманова (11-мĕш класс) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
"Каçал Ен"