МИНИСТЕРСТВО КУНĔ ИРТНĔ
Мартăн 16-мĕшĕнче республикăра Министерство кунĕ иртнĕ. Пирĕн района ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин представителĕсем çитсе халăхпа тĕл пулнă. Малтанах район админи-страцийĕн ларусем ирттермелли залĕнче канашлу ирттернĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçнă. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.П. Малов, унта çĕрйĕркелỹ енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ О.И.Александров сăмах илнĕ. Вĕсем республика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе, ЧР Президенчĕн Патшалăх Канашне янă çырăвĕнчи йĕркесемпе паллаштарнă. О.И.Александров ялхуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсемпе, специалистсемпе тĕл пулнă. Вăл çĕр ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă, ыйтусем çине хуравсем панă. Республикăра министерство кунĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Унта Чăваш Республикинче пулса иртекен паллă пулăмсене сỹтсе яваççĕ, пĕтĕмлетỹсем тăваççĕ.
"Каçал Ен"