РЕСПУБЛИКĂРА ХỸТĔЛĔ
Районти шкулсенчи пултаруллă педагогсене палăртас, вĕсен опычĕпе паллаштарас тĕллевпе çулсеренех районта "Çулталăк учителĕ" конкурс иртет. Иртнĕ çул çак тупăшăва 4 вĕрентекен хутшăннă пулсан, кăçал 5 педагог тупăшрĕ. Аслă Чурачăк, Шурут, Комсомольски пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулĕсенче ĕçлекен Сергей Пушкин, Лилия Гимадиева, Светлана Михайлова, Надежда Боровкова, Йỹç Шăхаль пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕнчи Александра Лукина хăйсем чăннипех те вĕрентỹ ĕçĕнче ăста, пултаруллă, хастар пулнине ĕçпе те, конкурсра та çирĕплетсе пачĕç. Малтанхи тапхăр шкулсенче иртнĕ. Вĕренекенсем ачасене пĕлỹ парас, вĕсен творчествине аталантарас, тавракурăмне анлăлатас, пултарулăхне ỹстерес енĕпе мĕнле ĕçленине хакланă. Пур учитель те хăйсен предмечĕсене аван пĕлнине, ачасене пĕлỹ парас енĕпе тĕрлĕ меслетсемпе усă курнине уроксенче лайăх кăтартса панă. Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче чи малтанах конкурса хутшăнакансен хăйсемпе паллаштармалла пулчĕ. Вĕсен ĕç-хĕлне хакласа учительсем те сăмах каларĕç, вĕренекенĕсем те юратнă вĕрентекенĕсемпе паллаштарчĕç. Конкурсра темĕнле ыйту та пулчĕ. Вĕсене татса пама, тĕрĕс хуравсем шырама учительсене пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Анчах та кашниех анлă тавракурăмлă, тарăн пĕлỹллĕ пулни палăрчĕ. Вĕрентекенсем пушă вăхăта мĕнле ирттереççĕ-ши( Н.Боровкова çыхма, С.Михайлова алĕç тума, Л.Гимадиева ташлама, тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме юратаççĕ. А.Лукина вара, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май, ачасене чĕлхе илемне туйма вĕрентет. Хăй те сăвăсем, статьясем, калавсем çырать. Вĕсем район хаçатĕнче те пичетленеççĕ. С.Пушкин йывăçран тĕрĕ япаласем каскаласа тума килĕштерет. Жюри пĕр саслă пулса кăçалхи конкурсра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче ĕçлекен Н.Боровкова "Çулталăк учителĕ-2005" ята çĕнсе илнине пĕлтерчĕ. Вăл конкурсăн пур тапхăрĕнче те палăрса тăчĕ. Унăн район чысне республикăри ăмăртура хỹтĕлемелле.
"Каçал Ен"