САВĂНТАРЧĔÇ ÇЫНСЕНЕ
Çĕнĕ Сĕнтĕр ял клубне халăх туллиех пухăннă: ватти-вĕтти те, çамрăкĕ те пур кунта. Чаршав уçăлчĕ. Сценăна "Уяв ячĕпе сире, хĕр-арăмсем!" плакатпа тата чечексемпе илемлетнĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри сăвă калаççĕ, ушкăнпа е пĕчченшерĕн юрăсем шăрантараççĕ. Куракансене уйрăмах тăваттăмĕш класс хĕрачисен "Хĕвел" ушкăнĕ юрлани килĕшрĕ. Концерт вĕçĕнче ачасем юратнă амăшĕсене, асламăшĕсемпе кукамăшĕсене, аппăшĕсемпе йăмăкĕсене, залра ларакан хĕрарăмсене хăйсем тунă парнесем пачĕç. Ун хыççăн хĕрарăмсене ялхуçалăх кооперативĕн ер-тỹçисен ячĕпе С.Н.Тарасова, З.К.Петрушкина саламларĕç, парнесем пачĕç. Чаршав тепĕр хут уçăлчĕ. "Халĕ вара сцена çинче "Кĕтне хĕрĕсем",_ пĕлтерчĕ клуб заведующийĕ В.П.Тарасова. Ăшпиллĕ те çепĕç юрăсем янăрама пуçларĕç. Ку ансамбле йĕркеленĕренпе 30 çула яхăн. Ку _ вăл вăхăтри клуб заведующийĕн И.Я.Филипповăн ĕçĕ. А.В.Петрушкина пенсионерка халĕ те кăмăла уçакан юрăсем шăрантарать. Çирĕм çынна яхăн пуçтаракан ушкăнра тĕрлĕ вырăнта ĕçлекенсем юрлаççĕ. Хĕрачасен "Тайфун" ташă ушкăнĕ çивĕч те илĕртỹллĕ хусканăвĕсемпе халăха ытларах савăнтарать. Концерт илемне, унăн хỹхĕмлĕхне Валерипе Александр Тарасовсем кĕртеççĕ. Вĕсен уçă сассисĕр, илемлĕ купăс кĕввисĕр пĕр концерт та иртмест. Кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупса чылайччен савăнчĕ ял халăхĕ. .
"Каçал Ен"