Комсомольский муниципальный округ

ТĂВАТТĂН ВĂРÇА КАЙНĂ

Кĕçĕн Каçалти Кокоревсен урамĕнче, Кĕтне шывĕн хĕрринче, Çтаппан пиччепе Наçтаç инке пурăнатчĕç. Ватăлса çĕре кĕричченех ялта ĕçленĕ, хисеплĕ çынсем пулнă. Вĕсен 11 ачинчен тăваттăшĕ çеç сывă та тĕреклĕ ỹснĕ. Малтанхисем тĕрлĕ сăлтавсене пула вилнĕ. Ун чухне медицина пулăшăвĕ питĕ япăх пулнă-çке. 1939 çулта икĕ ывăлне, Василипе Николая, пĕр кунтах салтака илнĕ. Васили Патăрьелĕнчи финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă пулнă. Пĕр вăхăт милицире те ĕçленĕ. Çавăнпа та хăйпе пĕр çулхисемпе, 1920 çулта çуралнисемпе, çар ретне тăрайман. Шăллĕпе пĕрле салтак юрри юрлама тивнĕ. Василий Усмань хули çывăхĕнче чикĕ хуралне лекнĕ, Николай авиацин кĕçĕн специалисчĕсем хатĕрлекен шкулта вĕренет. Пĕртăвансен салтак пурнăçĕ пуçланать. Вăр-çă пуçланнă вăхăтра Васили салтакран килмелле пулнă ĕнтĕ. Чикĕри çарсем нимĕçсене хирĕç хаяр çапăçăва кĕнĕ. Анчах та пирĕн салтаксене фашистсем çавăрса илнĕ. Вĕсем хушшинче Кĕçĕн Каçал каччи те пулнă. Васили тыткăна лекнĕ. Тыткăнри асап-нушана тỹсме тивнĕ. Çавах та вăрçă хыççăн киле сывă таврăнма телейĕ пулнă. Кăçал Василий Степанович 90 çул тултарать. Хăйне çирĕп туять-ха. Николай Степанович тĕрлĕ чаçсенче нимĕçсене хирĕç çапăçнă. Днепр урлă каçнă вăхăтри çапăçусене те хутшăннă. Хăмаран тунă сулăсемпе шыв урлă каçнă, плацдарм йышăннă. Пĕр талăка пынă çак плацдармри çапăçу. Ун чухне Николай Степанович аслă сержант взвод командирĕн ĕçĕсене пурнăçланă. Вĕсен ротин командирне, аслă лейтенанта, Совет Союзĕн Геройĕн хисеплĕ ятне параççĕ. Н.Кокорева Отечествăлла вăрçăн 2-мĕш степеньлĕ орденĕпе наградăлаççĕ. Пĕр хаяр çапăçура Николай Степановича ураран вăйлă амантаççĕ. Урине касасшăн пулнă, анчах çамрăк организма шанса хăвараççĕ. Ултă уйăх госпитальсенче сыватаççĕ, çара юрăхлă туса строя тăратаççĕ. Фашистсен çарĕсене çĕмĕрсе Н.Кокорев Болгари çĕрĕ çине кĕрет. Вăрçăран таврăнсан яваплă вырăнсенче нумай çул ĕçлерĕ, коммуналлă хуçалăх кантурĕн директорĕнчен пенсие тухрĕ. Хăйĕн ĕçĕсемпе паллă йĕр хăварчĕ. Халĕ вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Виççĕмĕш ывăлĕ Алексей 1943 çулта 17-ре чухнех вăрçа тухса кайнă. Ăна шалти çарсен ретне илнĕ. Ытларах чухне тыткăна лекнĕ нимĕçсене сыхлама тивнĕ. Вăрçă нушине сахал мар тỹснĕ. Вăрçă хыççăн Алексей Степанович тата пилĕк çул службăра тăнă. 1950 çулта анчах тăван яла таврăннă. Çтаппан пичче 60 çула çывхарса пынă ĕнтĕ. Çавах та ăна та ĕç фронтне илсе кайнă. Горький хулинчи автомобиль заводĕнче тĕрлĕ ĕçсем тунă. "Кашни кун хула çине нимĕçсем бомбăсем тăкатчĕç, çурт ишĕлчĕкĕсене тасататтăмăр. Бомбоубежищĕсенче лараттăмăр. Çынсем ишĕл-чĕксем айне пулса нумай вилетчĕç",_ каласа паратчĕ Çтаппан пичче. Завод вăрçă хатĕрĕсем кăларнă. Кашни кунах, ирĕн-каçăн снарядсене машинăсем, вагонсем çине тиесе фронта ăсатнă. Ватă çын та çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вĕсене кунне 500-шер грамм çăкăр, яшка, сахăрсăр чей панă. Фронт валли снаряд, патрон тума вăй-хал нумай кирлĕ пулнă ĕнтĕ. Наçтаç аппа килте 8 çулхи ывăлĕпе тăрса юлнă. Арсентий 3 çул салтак службинче пулнă, кайран ĕмĕрĕпех тракторпа ĕçлесе пенсие тухрĕ, орден та илме пултарчĕ. Хисеп грамотисен шучĕ те çук. Пĕртăвансем пурте çемье çавăрса ачасем çитĕнтерчĕç, çĕршыва кирлĕ çынсем турĕç. Çтаппан пиччен ывăлĕсем- ялти хисеплĕ çынсем. Мăнукĕсем те ĕçре, вĕренỹре хастар пулчĕç. Вĕсем çинчен кĕнеке çырма та пулать.


"Каçал Ен"
19 марта 2005
00:00
Поделиться