ВĂРЛĂХ ПАХАЛĂХĔ МĔНЛЕ
Кăçалхи март уйăхĕ юрлă, çил-тăманлă тăрать. Анчах та кăнтăрла çанталăк аванах ăшă. Апла пулсан çураки вăхăчĕ те çывхарса пырать. Хăшпĕр çулсенче апрель çурринче нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелеме тухнă вăхăтсем те пулнă. Çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленессине хăвăртлатмалла. Эпĕ ку статьяра вăрлăх пахалăхне ла-йăхлатас енĕпе ĕç-пуçсем япăх пынине палăртасшăн. Таблицăранах курăнать ĕнтĕ, вăрлăх пахалăхĕ чылай хуçалăхра кирлĕ шайра мар. Республикăра пирĕн район 16-мĕш вырăнта çеç. Пĕлтĕр вара çак вăхăт тĕлне 6-мĕш пулнăччĕ. "Культура", "Красный Октябрь", "Дружба", "Красное Сормово" хуçалăхсенче 5_29 процент çеç кондициллĕ вăрлăх пур. Çакă хуçалăхсенче вăрлăх пахалăхне лайăхлатас енĕпе ĕçсене хăвăртлатмаллине пĕлтерет. "Çуркуннехи кун çулталăк тăрантарать",- теççĕ. Агрономсемпе ертỹçĕсем! Вăхăт кĕтмест. Пĕр тăхтаса тăмасăр вăрлăхпа ĕçлесчĕ.
"Каçал Ен"