Комсомольский муниципальный округ

74 килтен 73-шĕнче газ

Районта çутçанталăк газĕ кĕртес енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Кайнлăк ял администрацийĕнче вара 384 хуçалăхран 304-шĕнче "сенкер çулăм" çунать. Кăçал газификацилес текенсем те пур. Ял администрацийĕнчи Кайнлăк ялĕнче 74 хуçалăх. Вĕсенчен 73-шне газификациленĕ. Ку районта çеç мар, республикăра та чи пысăк кăтарту тесен те тĕрĕс пулĕ. Ялта пурăнакансем ЧР Президенчĕн ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси çинчен калакан Указне те ырласах йышăнчĕç. 


"Каçал Ен"
23 марта 2005
00:00
Поделиться