Комсомольский муниципальный округ

Çул çинче асăрханăр

Водительсем асăрханулăх пирки манса кайнă пулмалла. Кăçалхи мартăн 18-мĕшĕ тĕлне çул çинче 8 авари пулчĕ. Унта 10 çын аманчĕ. Чи хăрушши -3 çын пурнăçĕ татăлчĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра вара çул çинче 3 инкек пулнăччĕ. 7 çын аманнăччĕ. Çын вилнĕ тĕслĕх пулман. Çуран çỹрекенсене те тимлĕрех пулма ыйтасшăн. Вĕсен айăпĕпе кăçал 2 инкек пулчĕ. Ялхуçалăх техникипе (тракторпа) çỹрекенсем те çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсаççĕ. Акă, кăçал пĕр уйрăм тракторист тата "Восток" хуçалăхăн механизаторĕ çул çинче аварие лекнĕ. Çул тимсĕрлĕхе каçармасть. Çакна çул çине тухсан автотранспорт хуçисен те, çуран çỹрекенсен те асра тытасчĕ. Çула тухсан çитес çĕре йĕркеллĕ, тĕрĕс-тĕкел çитесси сиртен нумай килет.


"Каçал Ен"
23 марта 2005
00:00
Поделиться