Чун юрласан ĕç те ăнать
- çапла калать "Асаново" ялхуçалăх кооперативĕн механизаторĕ Николай Маргиданов. 1988 çултанпа тăрăшать ку ĕçре. Хуçалăхăн анлă хирĕсенче суха тунă чух вăл юрă тăсса яма юратать. Мĕн ачаран унăн чунĕ юрă-кĕвĕ енне туртăннă. Çак туртăм ăна амăшĕнчен куçнă тесе шутлать Николай. Халăх юррисене юрланисĕр пуçне амăшĕ хуткупăс, тута купăсĕ те каланă-çке. Культура çуртĕнче ĕçлекен Иван Портнов 80-мĕш çулсенче "Çăлкуç" ансамбль йĕркелесен каччă унта çỹреме пуçланă. Вокаллă-инструменталлă ансамбльпе ăçта кăна пулман-ши вĕсем? Районти кашни яла çитсе концерт панисĕр пуçне, кỹршĕ районсенче пурăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма та ĕлкĕрнĕ. Вĕсем юратса шăрантарнă, Асанкассинче çуралнă "Çăлкуç" юрă хит пулса тăнă тесен те йăнăш мар. "Çăлкуç" ушкăн ытларах вырăнти авторсен хайлавĕсене халăх çине кăларма тăрăшнă. Сăвăçĕ те, композиторĕ те хăйсемех пулнă. Юратнă вĕрентекенĕнчен _-Иван Портновран нумай ыррине, усăллине илнĕ çамрăксем. Сăввине те, кĕввине те хăйсемех хывма пуçланă. - Сан кĕввỹ сăвă вуланă хыççăн çуралать е хатĕр кĕвве май килекен сăвă шыратăн-и?- ыйтрăм Николайран. - Сăвăсем хушшинче хама килĕшекеннине тупатăп та, ăна валли кĕвĕ çыратăп,- хуравларĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор. Вăл кĕвĕленĕ юрăсем илемлĕ пулаççĕ, дискотекăра ташлама та, сĕтел хушшинче шăрантарма та юрăхлă. Уйрăмах ентешĕн, Юрий Глухаревăн сăввисемпе нумай юрă хывнă Николай. Хăйĕн хупăлчи ăшĕнче çеç хупăнса пурăнмасть ялти талант, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен районти кашни фестивальнех хутшăнать. Юррисемпе сцена çине автор хăех тухать. Пĕрре çеç мар фестиваль дипломанчĕ, лауреачĕ те пулнă Николай. Куракансем те унăн юррисене лайăх йышăнаççĕ. Çакă вара композиторшăн, юрăçшăн чи пысăк парне. Николай уçă кăмăла, çынна çын хисепленине юратать. "Пĕр-пĕрне суйнине, улталанине чăтма пултараймастăп",- тет. Вăт, çакăн пек пултаруллă, ĕçчен, талантлă çынсем пурăнаççĕ Асанкассинче. Кунта ĕçпе юрă юнашар тăраççĕ. Тар кăларса вăй хума та, канма та пĕлеççĕ вĕсем.
"Каçал Ен"