Комсомольский муниципальный округ

Ялсенче хусах нумай

Дубовкăра граждансен пухăвне Комсомольски ял администрацийĕн пуçлăхĕ П.В.Лапшин уçрĕ. Малтанах вăл отчет туса пачĕ. Ял админист-рацийĕ 8 яла пĕрлештерсе тăрать. Унта мĕнпурĕ 2389 хуçалăх, 7402 çын пурăнать. Районти арканнă хуçалăхсемпе танлаштарсан, кунта ĕçсем самаях аванни курăнать. Виçĕ хуçалăхĕнче (М.Минатуллин, Атласкин, Г.Долгов) тырпул туса илнĕ, кĕркунне çĕре сухаласа, акса хăварнă. Фермăсенче те выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ỹстерес тесе çине тăраççĕ. Ялсене газификацилес ĕç вĕçленнĕ. Мĕнпурĕ 49 километр, Дубовкăра 6041 метр газ пăрăхĕсем хунă. Телефон кĕртесси те аван пулса пынă. Малашне кунта 50 номер таран, каярахпа 100 номера çитмелле. Çавăнпа та кăмăл тăвакансем пурте телефон кĕртме пултараççĕ. 2003 çулта Дубовкăра 1 çын, пĕлтĕр 7 çын, ял администраци территорийĕнче 48 çын, 2004 çулта 76 çын вилнĕ. Ялта пĕлтĕр 2 ача, ял администрацийĕнче 50 ача çуралнă, Дубовкăра 4 çемье чăмăртаннă. Дубовка, Васильевка, Çĕнĕ Каçал ялĕсенче мĕнпурĕ 23 хусах. Вĕсенчен 15-шĕ- 30-тан иртнĕ çынсем. Çĕнĕ Шăхранта вара вĕсен йышĕ 38 çитнĕ. Дубовкăри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ - Л.А.Краснова. Халăх унăн ĕçĕпе кăмăллă. "Вăхăтра уçать, тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парать, пурне те ăшшăн кĕтсе илет",- теççĕ ун пирки ял çыннисем. Ял администрацийĕнче мĕнпурĕ 6 клуб учрежденийĕ. Унта культработниксем ертсе пынипе тăтăшах тĕрлĕ меро-приятисем иртеççĕ: савăнăçлă каçсем, тĕлпулусем, Сывлăх кунĕсем, спорт ăмăртăвĕсем... Çакна та каламалла, ялсенчи культработниксем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Акă, граждансен пухăвĕсем хыççăн вĕсем кашни ялтах пурте пĕрле пухăнса, çак ĕçе юрлама-ташлама юратакансене явăçтарса концерт лартса пачĕç. Кăçал- ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн Указĕпе килĕшỹллĕн парксемпе садсен çулталăкĕ. Çавна май малашне урамсене тирпейлесси, тĕмсемпе йывăçсем лартасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ял администрацйĕнче çак ĕçе пуçăннă та. Иртнĕ кĕркунне 5000 тĕпе яхăн йывăç лартнă. Çуркунне те çак ĕçе пикенмелле. Ял администрацийĕ çумĕнче общественность совечĕ ĕçлет. Унăн председателĕ- П.В.Лапшин. Пĕлтĕр унта 9 лару пулнă, 38 çынна пăхса тухнă (ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнакансем, çемьере йĕркеллĕ пурăнманнисем, обществăлла йĕркелĕхе пăсакансем...). Уйрăмах район центрĕнче пурăнакансем качака чылай усраççĕ. Шел пулин те, нумай çын вĕсене кĕтĕве ямасть. Çапла вара качакасем хĕлĕн-çăвĕн йывăçсемпе тĕмсене кăшласа сăтăр тăваççĕ. Юлашки вăхăтра район администрацийĕ урамра çỹрекен качакасене тытса кĕме, вĕсен хуçисене штрафлама йышăннă. Çавна май пĕлтĕр 11 çынна штрафланă. Кăçал çак ĕçе татах лайăхлатмалла. Ял çыннисем чылай ыйту пачĕç, нумайăшĕ тухса калаçрĕ. Вĕсене газ плитисене, оборудованисене газовиксем пăхса тăманни пăшăрхантарать. Кун пирки районти газ участокне те шăнкăравланă. "Шел пулин те, лавĕ паян кун та вырăнтан тапранмасть",- теççĕ вĕсем тарăхса. Дубовкăри çĕнĕ урама электрификацилемен. Мĕнле пурăнмалла кун пек условисенче? Чылайăшне кĕрхи-çурхи йĕпе-сапара урамсене трактор кĕрсе çăрни, çула пăсни хумхантарчĕ. Малашне вĕсем çакăн пек хăлăхсăр механизаторсене штрафламаллине палăртрĕç. Çавăн пекех пухура Дубовкăри клуб заведующийĕ В.В.Тимофеева, фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Л.А.Краснова, шкул директорĕ Е.С. Дьяконова, библиотека заведующийĕ Т.В.Волкова отчетсем туса пачĕç. Пуху ĕçне район админист-рацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ, ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, район больницин тĕп врачĕ М.И.Федорова, социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕ О.А.Николаева, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ С.Г.Индюков хутшăнчĕç. Георгий Михайловичпа Маргарита Ивановна тухса калаçрĕç. Çак кун Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче тылра ырми-канми ĕçленĕ чылай çын юбилей медалĕсем илчĕ. 


"Каçал Ен"
23 марта 2005
00:00
Поделиться