Çынран ыйтиччен малтан хамăртан ыйтмалла
Шурут ял администрацийĕ _ районта чи пысăккисенчен пĕри. Вăл пилĕк яла пĕрлештерсе тăрать. Унта 700 ытла хуçалăх, 2000 ытла çын пурăнать. Çак кунсенче ку администраци территорийĕнчи ялсенче граждансен пухăвĕсене ирттерчĕç. Кашни ялăнах хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн нуши, татса паман ыйтăвĕсем. Пухусенче тухса калаçакан чылай пулчĕ. Тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарать паянхи кун ял çыннине. Тирпей-илем те, газификаци те, телефонизаци те... пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Ыйту пулсан ял пурăнать. Мĕншĕн тесен çакă ял халăхĕ хăйĕн пурнăç шайне лайăхлатас, улшăнусем кĕртес, кăткăс ыйтусене татса парас тесе тăрăшнине пĕлтерет. Шурут тăрăхне çутçанталăк газĕ иртнĕ çул çеç çитнĕ-ха. Çавна пула ку ыйту пухусенче çивĕч тăчĕ. Чылай çын килĕнче "сенкер çулăм" çу-нать. Анчах та хальлĕхе газ кĕртейменнисем те пур. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ те, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Б.М.Каринкин та çывăх вăхăтрах ку ялсенче килсене газ кĕртекен бригада килессе шантарчĕ. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ М.Х.Хасянов хăйĕн отчетĕнче мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрчĕ-ха( ЧР Президенчĕ Н.Федоров кăçал садсемпе парксен çулталăкĕ тенĕ май, паллах, тирпей-илем пирки ытларах чарăнса тăчĕ. Урамсенчи, хапха умĕнчи тасалăх, çырма-çатрасен тăрă-хĕнчи тирпейлĕх чи кирлĕ вырăнта пулмалла. "Камран та пулсан ыйтиччен малтан хăв пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕрт",_ палăртрĕ вăл. Çавăнпа та самообложени ыйтăвне хускатрĕç. Иртнĕ пухура ялти кашни хуçалăхран 50 тенкĕ пуçтарма сасăласа килĕшнĕ. Анчах та ял çыннисенчен ăçта 20 проценчĕ, ăçта 50 проценчĕ çеç панă. 2_3 пин тенкĕ укçапа мĕнех тăвайăн( Бюджет çак тĕллевпе укçа уйăрмасть. Юхăннă кĕперсене, çулсене халăхăн хăйĕн вăйĕпех юсамалла. Çак тĕллеве пурнăçлама пире укçа-тенкĕ кирлĕ. Хамăр пурăнакан вырăнта хамăр йĕрке тумасан, никам та айккинчен килсе туса памĕ. Çак шухăш палăрчĕ докладра. Пахалăхлă шывпа тивĕçтерес ыйту çинче те чарăнса тăчĕ администраци пуçлăхĕ. Йỹç Шăхаль культура çурчĕн, Юнтапа ял клубĕн директорĕпе заведующийĕ те сăмах илчĕç. Культура пурнăçне лайăхлатас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен ял çыннисене каласа пачĕç. Шурут ял администрацийĕн художество пултарулăх коллективĕ район 65 çул тултарнине халалласа ирттернĕ смотр-конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă. Кунта вара, паллах, йỹçшăхальсемпе юнтапасен тỹпи те пысăк. Çакна пуху хыççăнхи концертра туллин курма пулчĕ. Йỹç Шăхаль пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕн директорне Е.Г.Козловăна ачасен йышĕ çулсеренех чакса пыни пăшăрхантарать. Иртнĕ çул Юнтапа енне каякан çул хĕррисене йывăçсем лартса хăварнă. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр тесен халăха йывăçсене упрама ыйтрĕ. Шурутри социаллă-культурăллă тата вĕрентỹ центрĕн (Шурут вăтам шкулĕн ячĕ çапла) директорĕ Т.И.Колпакова та кунта иртекен мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Çакăн пек центр хальлĕхе вĕсемшĕн çĕнĕлĕх-ха. Районта ун пеккисем нумаях мар. Директор центр ĕçне татах та лайăхлатма пулчĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Б.М.Каринкин, экономика, пурлăх тата финанс управленийĕн начальникĕ М.В.Кокорева, район больницин тĕп врачĕн çумĕ Т.С.Тимергалеева, социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕ Г.В.Краснова, район администрацийĕн культура пайĕн представителĕ В.Н.Григорьев хутшăнчĕç, сăмах каларĕç, халăхăн нумай ыйтăвĕ çине хурав пачĕç. Б.М.Каринкин вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене юбилей медалĕсем пачĕ.
"Каçал Ен"