Комсомольский муниципальный округ

Чăваш наци конгрессĕ иртрĕ

Мартăн 19-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн VI Аслă Пухăвĕ уçăлнă. Ун ĕçне Раççейĕн вунсакăр регионĕнчен тата чикĕ леш енчи тăватă çĕршывран килсе çитнĕ 320 делегат тата 160 хăна хутшăннă. Пĕтĕм чăвашсен Аслă Пухăвĕ тăванлăхпа пĕрлĕх уявĕ пулнине çирĕплетсе ЧНК Ваттисен Канашĕн хастарĕсем- Н.Наумов мăчавар, СССР халăх артистки В.Кузьмина тата Ваттисен Канашĕн пуçлăхĕ А.Кибеч Аслă Пухăва пехил панă, пулас кунăн тупсăмне вăрçă-хирĕçỹпе мар, пĕр чĕлхе тупса татса пама суннă. Чăваш тĕнчин элчисене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров саламланă, сăмах каланă. Вăл йывăр та пархатарлă ĕçсене пурнăçлама тăван халăхăн маттур ывăл-хĕрĕсем пуррине палăртнă. Ун хыççăн культура, чăвашлăх ĕçĕнчи палăрнă йăхташăмăрсене "ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Икĕ пуху хушшинчи ĕç-хĕл пирки ЧНК Президенчĕ Г.Н.Архипов доклад тунă. Çав вăхăтра Чăваш наци конгресĕн делегацийĕ Тюмень, Тутарстан, Чĕмпĕр, Пушкăртстан, Эстони, Оренбург, Мускав, Чулхула, Иваново, Пенза, Самар, Тольятти, Питĕр, Архангельск тата ытти тăрăхсене çитсе унти чăвашсемпе тĕл пулнине палăртрĕ. А.П.Леонтьевпа В.А.Тимофеев çумдокладсем туса пачĕç. Докладсене сỹтсе явнă май В.Д.Калмыков (Самар), В.Н.Логинов (Тюмень), В.П.Эктел (Чăваш ен), А.П.Гаврилов (Анат Кама) тата ыттисем те сăмах каланă. ЧНК Уставне сỹтсе явма та йышлăн хутшăннă. Чыла- йăшĕ унта улшăнусем кĕртмеллине палăртнă. Делегатсенчен чылайăшĕ ЧНК Президенчĕ пулма Г.Н.Архиповах суйлас пирки сасăланă. Резолюцисем йышăннă, ЧНК ертсе пыракан органĕсене (Мăн Канаш, Ваттисен Канашĕ) суйланă, Чăваш халăхĕн гимнне - "Алран кайми аки-сухи" юрра юрланă хыççăн Аслă Пуху хăйĕн ĕçне вĕçленĕ. Аслă Пуху хыççăн "Кĕмĕл сасă" конкурс фестивалĕн тĕрлĕ çулсенчи çĕнтерỹçисен тата Чăваш эстрада юрăçисен пĕрлехи концерчĕ пулнă.

 Чăваш наци конгресĕн VI съезчĕн делегачĕсем Раççей Федерацийĕн Президентне В.В.Путина чĕнсе каланине çирĕплетнĕ. Ун айне Чăваш Республикинчи, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Мари Эл, Коми республикисенчи, Мускав, Ульяновск, Самар, Пенза, Саратов, Иркутск, Оренбург, Мурманск, Томск, Тюмень облаçĕсенчи, Красноярск крайĕнчи, Мускав, Санкт-Петербург, Камчаткăри Петропавловск хулисенчи, Казахстанри, Эстонири, Белоруссири, Украинăри чăваш диаспоринчен суйласа янă делегатсем алă пуснă. 

 Аслă Пуху ĕçне пирĕн районтан кайнă делегатсем те хутшăннă. Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Ю.В.Скворцов, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.П.Макарова, "Луч" ялхуçалăх кооперативĕн председателĕ А.П.Капитонов, район администрацийĕн культура пайĕн методисчĕ В.Н.Курицына, "Каçал ен" хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ Л.Г.Голыева делегатсем унти ĕç-хĕлпе паллашнă, кирлĕ пĕтĕмлетỹсем тунă. 



"Каçал Ен"
26 марта 2005
00:00
Поделиться