Комсомольский муниципальный округ

Выльăхсем те тытаççĕ

Йăлмахва пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕнчи столовăй вĕренекенсене пуян менюпа кĕтсе илет. Апат-çимĕçе хатĕрлеме вара, тĕпрен илсен, хăйсен продукцийĕпе усă кураççĕ. Пахчаçимĕçе, улма-çырлана хăйсем туса илеççĕ. Кунсăр пуçне кунта темиçе çул ĕнтĕ вăкăрсем те тытаççĕ. Вĕсене самăртма уттине хăйсен вăйĕпех туса илеççĕ. Утă хатĕрлеме техника пур. Халĕ те шкул территорийĕнче утă капанĕсем лараççĕ. Йăлмахва шкулĕ ахальтен мар ĕнтĕ "Чи лайăх хушма хуçалăх" республикăри конкурсра та мала тухнă. Пахчаçимĕç, çĕрулмипе пĕрле аш-какай та апатра пулни, паллах, паха.


"Каçал Ен"
26 марта 2005
00:00
Поделиться