Комсомольский муниципальный округ

Вутра та çунман, шывра та путман

Майăн 9-мĕшĕнче çĕршывăмăрăн пурнăçĕнчи паллă уява _ Çĕнтерỹ кунĕ 60 çул тултарнине уявлатпăр. Ытти уявсемпе танлаштарсан уйрăмрах çав вăл. Йывăр та асаплă пулчĕ Аслă Çĕнтерỹ. Çапăçу хирĕсенче те, яла юлнă ватă-вĕтĕсене те пысăк йывăрлăх кĕтнĕ: тăвансемпе тантăш-пĕлĕшсене çухатни, тăлăха юлнă ачасем, пинĕ-пинĕпе крематори кăмакисенче çунса кĕлленнĕ совет çыннисем, ялĕ-ялĕпе, хули-хулипе юлнă ишĕлчĕксемпе кăмрăк куписем... Акă мĕн вăл 4 çула тăсăлнă вăрçă. Шывсем юхĕç, çулсем иртĕç, пирĕн халăхăн паттăрлăхĕ этемлĕх асĕн-чен нихăçан та тухмĕ. Эльпуç ял администрацийĕнчен вăрçă хирне 417 çын тухса кайнă. Каялла вара 176-шĕ çеç таврăннă. Питех те шел, вăрçă нушине тỹснисен йышĕ çулленех чакса пырать. Паянхи кун ял администрацийĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем çиччĕн, салтак арăмĕ пĕрре. Тылра çĕнтерỹ кунне çывхартассишĕн ырми-канми ĕçленисен шучĕ те сайралсах пырать. Халĕ вара манăн хаçат вулакансене ĕçпе вăрçă ветеранĕ Сенат Алиуллович Алиуллов çинчен каласа парас килет. 1940 çулхи кĕркунне. Балтика тинĕсĕ хĕрринчи Латвири Лиепая порчĕ. Тутар Эльпуç каччи шăпах çакăнта службăра тăнă. Вăл вăрçăн малтанхи кунĕсенчех тăшманăн пĕр чарăнмасăр вилĕм вучĕ тăкакан хăватлă техникипе тĕл пулать. Тăшман вĕсен 282-мĕш стрелковăй полкне çавăрса илсе пĕтересшĕн пулнă. Хăюллă та паттăр салтаксем 3 кун хушшинче ункăран тухаççĕ. Ун чухне вĕсен полкĕнчен 57 çын çеç сывă юлнă. Эльпуç каччи те аманса госпитале лекет. Кайран татах çапăçу хирне тухать. Смоленск вăрманĕсенче, Брянск хули çывăхĕнче пулать. Смоленск патĕнче пирĕн çарсем контрнаступлени пуçлаççĕ. С.Алиуллов пĕр хаяр çапăçура аманать, ăна госпитале ăсатаççĕ. 1942 çулхи февральте сывалса çитичченех киле яраççĕ. Эльпуç каччи тỹрех ĕçе кỹлĕнет. Малтан шкулта военрукра, парти райкомĕнче инструкторта тăрăшать. 1944 çултан Тутар Эльпуçĕнче колхоз председателĕн лавне туртма тивет. Тырпул вырса пуçтарнă вăхăт... Тырă вырма тухнă çынсем ĕç кунĕ хыççăн кĕлте çакса килĕсене кайнă. Ун чухне патшалăха 100 центнер тырă парсан, 15 центнер тырă халăха валеçнĕ. Саккунĕ çапла пулнă. Выçă халăхпа мĕнле çавăн чухлĕ тырпул пуçтарса илмелле( Çапах та председатель меслет тупать. Плана тултарсах патшалăха тырă ăсатать. Халăх кăмăлне те тупать. 1951 çулта ăна "Дружба" колхоза ертсе пыма шанаççĕ. Мĕнрен пуçламалла-ха( Ĕç дисциплини хавшанă. Вăкăрсемпе çеç сухалакаланă çĕр тухăçпа савăнтарман. Пусă çаврăнăшне те пĕлсе йĕркелемелле, сортсене çĕнетмелле, малта пыракансен ĕç опычĕпе паллашмалла. Техника та çукпа пĕрех. Председатель тăрăшнипе 1958 çулта гусеницăллă 2 трактор, икĕ комбайн туяннă. Выльăх-чĕрлĕх шучĕ те хăвăрт ỹссех пынă. Малтан 26 ĕне пулнă пулсан, 1980 çул тĕлне вĕсен шучĕ 698 пуçа çитнĕ. 1959 çулта "Нива" колхоз та "Дружбăпа" пĕрлешнĕ, пилĕк ял халăхĕ туслăн килĕштерсе ĕçлеме пуçланă. 1978 çул йĕпе-сапаллă пулчĕ. Кашни кунах çумăр çăвать. Тырпул пуçтарма та вăхăт çитрĕ. Вырса пăрахрĕç, анчах комбайн-сем ана çине кĕреймеççĕ. "Пурте тырпула çăлма",_ çакăн пек çирĕп чĕнỹ пулчĕ колхоз председателĕн. Мĕнпур колхозник, культура, медицина ĕçченĕсем, штатра тăракансем пысăк ушкăн йĕркелерĕç. Вырнă тырра, пысăк тимĕр листасенчен тунă "çуна" çине хурса, тракторсемпе ана çинчен илсе тухса, ком-байнсем çапса тĕшĕлерĕç. Вырмана хутшăннисене кăнтăрла столовăйра апат çитернĕ. Пĕр пучах та хире хăварман. Е тата 1981 çула аса илер-ха. Вăл вăхăтра улăм сахалтарах тухрĕ. Вара колхозниксем Краснодар, Ставрополь крайĕсене ушкăнăн-ушкăнăн улăм хатĕрлеме тухса кайрĕç. Унтан улăма вакунсемпе ярсан, Канашран яла машинăсем турттарса тăчĕç. Пĕр выльăх пуçне те чакарман. Вăл çулсенче халăх хавхаланса ĕçленĕ. Сăмахран, дояркăсемпе сысна пăхакансен ĕçри çитĕнĕвĕсене кашни 10 кунта пăхса тухса преми парса хавхалантарнă, вымпел панă. Çур-акипе вырма вăхăтĕнче мала тухнă механизаторсене укçан преми панă, комбайнсем çине пĕчĕк хĕрлĕ ялавсем çакнă. Кашни ирех сĕт пахалăхне тĕрĕсленĕ. Сенат Алиуллович Алиуллов унта хăй пулнă. Хирти Выçлире кăна сысна усракан 3 вите, Эльпуçĕнче, Хирти Явăшра ĕне витисем, Хирти Мăратра сурăх, лаша витисем, пахчаçимĕç бригади валли витнĕ йĕтемсем тунă. Вăл çулсенче пахчаçимĕç колхоза питĕ нумай тупăш панă. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçпе вăрçă ветеранĕ пысăк чыспа хисепе тивĕç. Çакна вăл фронтра та, ĕçре те йывăрлăхсене çĕнтерсе илнĕ. Пултаруллă та анлă тавракурăмлă колхоз ертỹçи пулнă С.А.Алиуллов. Кун каçиччен кашни фермăри, хирти тата йĕтемсем çинчи ĕçсемпе интересленнĕ. Чăн-чăн хуçалăх ертỹçин куçĕпе пур çĕре те тинкернĕ. Çавăнпа çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тунă. Нумай çул "Дружба" колхоз районта малти ретре пынă. Фронтра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Сенат Алиулловича II степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медальпе наградăланă. Мирлĕ ĕçри ỹсĕмсемшĕн вăл икĕ хут Ленин орденĕ, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. Вăл _ ЧР ялхуçалăх тава тивĕçлĕ работникĕ. Кашни созыврах район Совечĕн депутатне, Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн депутатне суйланнă. Нумаях пулмасть Эльпуç ял администрацийĕнчи культура ĕçченĕсем С.А.Алиуллова çуралнă кунĕпе саламларĕç. Тĕлпулу ветеран килĕнче пулчĕ. С.А.Алиуллов фронтри йывăрлăхсене аса илчĕ. Юлашки çулсенче хуçалăх "уксахлама" пуçлани те пăшăрхантарать Сенат Алиулловича. Юрă хыççăн юрă шăранчĕ ветеран валли. Мăшăрĕ _ Фердана Зинетуловна _ ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ. Кăмăллă, туслă иртрĕ тĕлпулу. Юлашкинчен пурте ветеранăн юратнă "Катюша" юррине юрларĕç.


"Каçал Ен"
26 марта 2005
00:00
Поделиться