Ятарлă штаб ĕçлет
Кăçалхи шыв-шур вăхă-тĕнче выльăх-чĕрлĕх фермисене, çулсене, кĕперсене, плотинасемпе ытти гидротехникăлла сооруженисене çĕмĕресрен, юхтарса каясран асăрханас тĕлĕшпе ĕçлеме районта ятарлă штаб туса хунă. Нумаях пулмасть унăн ларăвĕ иртнĕ. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ялхуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем унта хăйсем мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарнă.
"Каçал Ен"