Комсомольский муниципальный округ

Юр тултарчĕ, иртме çук

Март уйăхĕнче юр нумай çурĕ. Çулсене юрпа хупласа лартрĕ. Ялсене машинăсемпе кĕрсе тухма та çук. Çулсене юртан тасатма шутламаççĕ те. Пушар е урăх инкек пулсан мĕнле кĕрсе тухмалла-ши( Пушарниксем çитиччен çурт-йĕр пĕтĕмпех çунса каять-çке. Сасартăк йывăр чирлесен те васкавлă пулăшу машинисем çитеймеççĕ. Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шăхранпа Виçпỹрт ялĕсене кайса килме тиврĕ. Çак ялсем вара пĕтĕмпех юр айне путнă тейĕн, çулсем çук. Çакăн пек тĕслĕх кашни ял администрацийĕнчех пур. Çулсене тасатасчĕ.


"Каçал Ен"
26 марта 2005
00:00
Поделиться