Кадрсем йăлтах татса параççĕ
Ялсен социаллă инфраструктури аванланса пытăр, унта пурăнакансен пурнăçĕ, ĕçĕ çăмăллантăр тесе Чăваш Ен правительстви нумай тăрăшать. Тĕрлĕ программăсем йышăннисĕр, указсемпе постановленисем кăларнисĕр пуçне çак нормативлă право акчĕсем пурнăçа кĕччĕр тесе те чылай вăй хума тивет. Мартăн 25-мĕшĕнче райадминистрацин ларусен залĕнче иртнĕ канашлура та Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров çак ыйтусене çĕклерĕ. "Яла паянхи кун лайăх специалистсем, руководительсем çитмеççĕ. Йăлтах кадрсем татса параççĕ. Яллă вырăнта бизнеса аталантарма, социаллă яваплăха хăйсем çине илме пултаракан çынсем сывлăш пекех кирлĕ",_ терĕ Николай Васильевич. Çапла, ялхуçалăхĕнче кадр-сем пирки проблема çивĕч тăрать, ку никамшăн та вăрттăнлăх мар. Паянхи кун чылай ялхуçалăх предприятийĕнче ĕç укçи пĕчĕк пулни, производство эффективлăхĕ чакса пыни, хуçалăхсем ĕçлекенсене вăхăтра шалу тỹлеменни _ çаксем дипломлă специалистсем ялта ĕçлеме килĕшменнин сăлтавĕсем. Чăн та, çак лару-тăрăва лайăх енне улăштарас тĕллевпе ЧР Президенчĕ "Ялсене производство сферинче ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерессине патшалăх хушма пулăшу парасси çинчен" указ йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн, 2005 çултах ялти ертсе пыракан должноçсене йышăнма конкурс никĕсĕ çинче 50 çынна суйласа илмелле. Вĕсене патшалăх пысăк çăмăллăхсем парать. Чи кирли _ вĕсем чăннипех тивĕçлĕ çынсем пулччăр. Çурт-йĕр лартнă е туяннă çĕрте ипотека кредичĕн, "Çамрăк çемье" программăсене лайăхрах ĕçлеттерессипе район администрацийĕн тăрăшарах памаллине те палăртрĕ республика пуçлăхĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ялхуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев çурхи ака-суха ĕçĕсен ыйтăвне хускатрĕ. Вăрлăхсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, çĕнĕ техника - çаксем министра çеç мар, ялхуçалăх предприятийĕсен ертỹçисене те хумхантараççĕ. Техника туянма лизинг фондне укçа-тенкĕ ытларах хывса хăварни çинчен калани питĕ кăмăллă хыпар пулчĕ. 20-30 çул каяллахи трактор-комбайна ĕçлеттерме çăмăл мар, тата вĕсен ĕç тухăçлăхĕ те çулсерен чакать. "Çĕнĕ, пысăк тухăçлă техника туянма тăрăшмалла",- терĕ Михаил Васильевич. ЧР Президент Администрацийĕн ертỹçи- культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ П.С.Краснов ялсен тирпей-илемĕ çинчен сăмах хускатрĕ. "Комсомольски район центрĕ улшăнса, илемленсе пыни куç умĕнче. Урамсен тасалăхĕшĕн такам çỹлтен хистенипе кăна тăрăшмалла мар, çакă кашнин тивĕçĕ тесе шутласан çеç тирпейлĕрех пурăнма пуçлăпăр. Ентешсем, тен, пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесе, 2006 çулта Республика кунне Комсомольски ялĕнче ирттерĕпĕр",- чĕнсе каларĕ вăл. Ĕçлĕ канашлу хыççăн район пуçлăхĕ Г.Волков Н.Федоровпа П.Краснова район центрĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Райпон суту-илỹ çуртĕнче, пулăшусен салонĕнче, ачасен искусство шкулĕнче пулса курнă хыççăн хăнасем кăмăллă юлчĕç. Ял инфраструктурине улăштарассишĕн район администрацийĕ, предприятисемпе организацисем чылай тăрăшнине палăртрĕç. .
"Каçал Ен"