Комсомольский муниципальный округ

Пурнăçпа тан утасчĕ

Тукай ял администрацийĕнче виçĕ ялхуçалăх кооперативĕ- "Заря", "Рассвет", "Пайгас" вырнаçнă. Вĕсенчен чи ỹсĕмли, тупăшли - "Рассвет" (ертỹçи М.Р.Афанасьев). Акă, пĕлтĕр кооператив 5 миллион тенкĕ тупăш илнĕ. "Пайгасăн" ку тĕлĕшри кăтартăвĕ миллион тенкĕ, "Зарян" -700 пин тенкĕ ытла. Ял администрацийĕн территорийĕнче промышленность предприятийĕсем те пур- "Тăманлă Выçлири кирпĕч завочĕ" тата "Çĕнĕ Мăратри йывăçран япаласем тăвакан комбинат" акционерлă обществăсем. Кирпĕч заводĕнче ĕçсем лайăх пулса пыраççĕ. Продукци сутăнсах тăрать. Тепринче вара йывăрлăхсемпе çитменлĕхсем те çук мар. Кунта хăма чылай çурнă. Шел пулин те, клиентсем сахал. Комбинатра ĕçлекенсем заказпа сĕтел-пукан, алăксем тата ытти япаласем те тăваççĕ. Иртнĕ тапхăрта ял администрацийĕнче çуртсене газификацилессипе питех те нумай ĕçленĕ. Çĕнĕ Мăратри вăтам шкула, участок больницине, ваттисен çуртне, Тукайри культура çуртне газ кĕртнĕ. Малашне ытти ялсенчи вĕрентỹ, медицина тата культура учрежденийĕсене, Çĕнĕ Мăратри йывăçран япаласем тăвакан комбинат çывăхĕнчи çуртсене те "сенкер çулăм" çитермелле. Халĕ ял администрацийĕ ку енĕпе хĕрсех ĕçлет. Ялсенчи электричество юписене тахçанах лартнă. Вĕсенчен чылайăшĕ çĕрĕшнĕ. Çакă вара çиллĕ çанталăкра авари патне илсе çитерме пултарать. Ун пек ан пултăр тесен ку енĕпе пикенсех ĕçлемелле. Ял администрацийĕ йĕркеленипе çакна çирĕп шута илсе хăшпĕр ĕçсем тунă. Çуллахи вăхăтра электролиние улăштарассине вĕçлемелле. Кунта, паллах, ял çыннисен пулăшăвĕ те кирлĕ. Электрощитсемпе счетчиксене вĕсен хăйсен илмелле. Çак япаласем вара йỹнех мар. Çавна май ку ыйтăва ял çыннисем ял администрацийĕпе, хуçалăх ертỹçисемпе пĕрле татса парĕç. Ку тăрăхри ялсенче те çын шучĕ чакса пырать. Халĕ Тукай ял администрацийĕн территорийĕнче мĕнпурĕ 2217 çын пурăнать. 2003 çулта кунта 22 ача çуралнă, 34 çын вилнĕ. Пĕлтĕр çут тĕнчене 16 пепке килнĕ, 38 çын ку тĕнчерен уйрăлса кайнă. Шкулсенче те ачасен йышĕ чакать. Акă, Тукай тĕп шкулĕнче мĕнпурĕ те 73 ача кăна вĕренет. Çавăнпа та шкула малашне реструктуризацилеççĕ. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, ялсенче çуртсем лартасси те самаях сахалланнă. Сăмахран, пĕлтĕр Çĕнĕ Мăратра, Тăманлă Выçлире, Тукайра икшер çурт тунă. Унччентерех вара вĕсен шучĕ 20-рен те иртнĕ. Ку, паллах, укçа-тенкĕ ыйтăвĕпе çыхăннă. Çавăнпа ку енĕпе уйрăмах çамрăксем умне питех те пысăк йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Çак тĕлĕшпе вĕсене патшалăх та пулăшма тăрăшать: ипотека, "Ял çынни", "Çамрăк çемье" тата ытти программăсемпе. Вĕсемпе ял администрацийĕн территорийĕнче пурăнакансем те усă кураççĕ. Тăманлă Выçли тата Тукай ялĕсенчи граждансен пухăвĕсенче малтанах Тукай ял администрацийĕн пуçлăхĕ П.А. Муллин отчет туса пачĕ. Пухура тухса калаçакансем те чылайăн пулчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕç. Нумайăшне радио йĕркеллĕ ĕçлеменни канăçсăрлантарчĕ. "Укçа тỹлемесен, çийĕнчех пралукне килсе касаççĕ. Радио калаçман чухне район центрĕнчи 11-мĕш номерлĕ линипе техника участокне темиçе хут шăнкăравласан та юсама килмеççĕ. Тен, çавăнпа та пулĕ, чылайăшĕ радиоточкăсене кăларчĕ",- терĕ Тукайри ĕç ветеранĕ Н.М.Землемерова. Н.Т.Рамский масарсем çинче йĕрке тăвасси пирки сăмах пуçарчĕ. Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн директорĕ Ю.Н.Емельянов шкул пурнăçĕ çинче чарăнса тăчĕ. Тукайри граждансен пухăвĕ тата хĕрỹрех иртрĕ. Культура çуртĕнче халăх йышлă пулчĕ. Пуху ĕçне ватăсем те, çамрăксем те хутшăнчĕç. Ял администрацийĕн пуçлăхне, районтан килнĕ представительсене ыйту чылай пачĕç. Яла, харпăр хăй килĕ умне тирпей-илем кĕртессине, йывăçсем лартассине, каçăсемпе кĕперсем тăвассине, кỹлĕсене тасатассине тата ытти нумай ыйтăва хускатрĕç. Пуху питĕ интереслĕ иртрĕ. Тукайсем мал ĕмĕтлĕ пулни, пурнăçран юласшăн пулманни куçкĕретех. Çакă, паллах, хуçалăх ỹсĕмлĕ ĕçленинчен чылай килет. Çавăн пекех пухура кăнтăр енчи электросеть начальникĕ О.Н.Матросов, Тукай тĕп шкулĕн директорĕ А.С.Борисов, культура çурчĕн директорĕ Г.Г.Степанова, библиотека заведующийĕ В.П.Толокнова, Çĕнĕ Мăрат участок больницин тĕп врачĕ А.Н.Филиппов, "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕн председателĕ М.Р.Афанасьев, ĕç ветеранĕ В.И.Мельников тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ, ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, "Страхлакан больница касси" МУП аслă специалисчĕ З.А.Галкина, социаллă хỹтлĕх тата культура пайĕсен представителĕсем И.В.Филиппова, В.Н.Курицына хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç. Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.М.Киргизов вăрçă ветеранĕсене тата тылра ĕçленĕ çынсене юбилей медалĕсем пачĕ.


"Каçал Ен"
30 марта 2005
00:00
Поделиться