Театр- ĕмĕрлĕх искусство
Театр... Темшĕн çак сăмах асамлă пек туйăнать. Астăватăп-ха, ача чухне, яла театр килет текен хыпар çитсен, ватти-вĕтти клуба васкатчĕ. Ял клубĕ 200 вырăнлăх пулнă пуль ĕнтĕ, вырăн тивĕçмессе пĕлсе çулланнă хĕрарăмсем килĕсенченех пукан йăтса тухатчĕç. Шупашкар артисчĕсем вылянине çăвар карса, питĕ тимлĕ пăхса ларнă. Ялти драм-кружок лартакан пьесăсене курма та лăк тулли халăх пухăнатчĕ. Халь, унтанпа 20-25 çул иртнĕ хыççăн, ял çыннин чунĕнче темĕн улшăнчĕ пулас. Шупашкартан театр килсен те йышлăн пухăнмаççĕ те, вырăнти коллективсен ĕçĕсене пăхма вара тата сахалрах куракан пуçтарăнать. Мартăн 25-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери театр кунне халалласа, районти культура çуртĕнче театр уявĕ иртрĕ. Эльпуç ял администрацийĕн тата районти культура çурчĕ çумĕнчи драма коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Анчах шел те, куракансем сахал пулчĕç. Эльпуçсем Н.Терентьевăн "Куккук çаплах авăтать" пьесипе сцена çине тухрĕç. Çакна палăртса хăварма кăмăллă. Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарас умĕн районта халăх театрĕсен тата драмколлективсен "Ахрăм-Мухтав" фестивалĕ иртнĕччĕ. Эльпуçри клуб пĕрлешĕвĕн артисчĕсем çак фестивалĕн çĕнтерỹçисем пулса тăнă. В.Зайцева режиссера культура пайĕн специалисчĕ В.Курицына Диплом парса чысларĕ. Çак чыса чăнласах тивĕçлине эльпуçсем тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Т.Васильева, А.Васильева, Н.Ильин, М.Гаврилова, В.Филимонов тата ыттисем хăйсен ролĕсене аван вылярĕç. Комсомольскисем вара Л.Сачкован "Эсĕ кайрăн та" пьесипе паллаштарчĕç. Пьесăри ĕçсем паянхи кунсенче пулса иртеççĕ. Хамăр çĕршывра тăнăç пурнăç тăрать пулин те, Чечен çĕрĕнчи вăрçă-харçă ахрăмĕ кунта та çитет. Вăрçăра пулнă çамрăксен психики пăсăлни, сывлăхĕ хавшани, çакна пула çемьесенче лăпкă пурнăç пулманни- çакнашкал пьесăн тĕп содержанийĕ. Тĕп рольсенчи В.Павлов, Л.Носова, И.Зайцева, Н.Яковлева сцена çинче вылямах çуралнă тейĕн. Вăрçă теми, геройсен савăнăçĕ, куççулĕ куракансене хумхантармасăр хăвармарĕ. Куракансем ялти артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
"Каçал Ен"