Университет олипиадăнă чĕнет
Пурте пĕлеççĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ялсенчи пултаруллă, вĕренме тăрăшакан ачасене пулăшас енĕпе питĕ пысăк ĕçсем тăвать. Çак тĕллевпех вунă çул Улатăрпа Канашра тата Патăрьелĕнче университетăн филиалĕсем, ытти районсенче представительствисем (маларах- лицейсем) ĕçлеççĕ. Вĕсем пурте университет ректорĕ Л.П.Кураков академик пуçарнипе тата вăл вырăнсенчи влаç ертỹçисемпе килĕшỹ туса уçăлнă, хальхи вăхăтра ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Комсомольскинчи представительствăн профиллĕ (лицей) класĕсенче халĕ ялтан килнĕ 45 ача тăрăшса вĕренет. Нумайăшĕ районти тĕрлĕ предметсемпе ирттерекен олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнать. Кашни эрнерех вĕсем патне университет вĕрентекенĕсем килсе çỹреççĕ, ачасен пĕлĕвне ỹстерме пулăшаççĕ. Лицей класне пĕтерекен ачасен 90 е ытларах проценчĕ университета бюджет шучĕпе вĕренме кĕрет, пĕлтĕр те 44 ачаран 38-шĕ унтах вĕренме пуçларĕ, ыттисем- аслă пĕлỹ паракан урăх шкулсенче. Çак ĕмĕте пурнăçлама университетпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков кашни çулах ятарлă çĕнĕ килĕшỹ туни те пулăшать. Кăçал та, яланхиллех, лицей класĕсене вĕренме илес енĕпе йышăну комиссийĕ районти 9-мĕш классенче вĕренекенсемпе олимпиада ирттерет, вăл пирĕн шкулта апрелĕн 10-мĕшĕнче 11 сехетре пуçланать. Кăмăл пур ачасем хăйсен пĕлĕвне суйласа илсе икĕ енĕпе тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ: çырса математикăпа физика е вырăс чĕлхипе Раççей историйĕ ыйтăвĕсемпе экзамен тытас пулать. Лайăхрах хатĕрленес тесен (шăпах каникул вăхăтĕнче) пирĕн шкула маларах пырса пĕлтĕрхи олимпиада задачисене, тĕрĕслев ĕçĕсене 60 тенкĕпе туянма пулать. Олимпиадăна хутшăнакан ачасен ятарлă заявлени çырмалла, паспорт е шкултан çирĕплетсе панă сăнỹкерчĕклĕ справка пулмалла. Университетăн гимназине вĕренме кĕрес текенсен олимпиадăна Шупашкара, ЧПУн тĕп корпусне апрелĕн 10-мĕшĕнче каймалла, унта та тĕрĕслев 11 сехетре пуçланать. Пирĕн шкул дирекцийĕ кашни çулах олимпиадăна йĕркеллĕ ирттерет, ачасене пĕр хут вĕри апат çитеретпĕр, экзаменсенче лайăх условисем туса пама тăрăшатпăр. Олимпиадăна университет вĕрентекенĕсем ирттереççĕ, унтах илсе кайса тĕрĕслеççĕ, вĕсен канмалли кун килсе кайнин тăкакĕсене тата вак таварсемпе хут-кăранташ хакĕсене саплаштарма олимпиадăна тỹлевлĕ ирттерме йышăннă. Пĕтĕм ыйтусене пирĕн пата кашни кунах 8-17 сехетсенче пырса тата 5-12-21, 5-10-38 телефонсемпе шăнкăравласа татса пама пулать. Килĕр, шăнкăравлăр, эпир сире хаваспах кĕтетпĕр, пулăшатпăр.
"Каçал Ен"