Комсомольский муниципальный округ

Ĕçлĕ тата савăнăçлă пуху

Çак кунсенче Комсомоль-скинчи Культура çуртĕнче район центрĕнче пурăнакан граждансен пухăвĕ пулса иртрĕ. Тĕп ыйту- ял администрацийĕ иртнĕ çул мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен тăвакан доклада сỹтсе явасси. Пухăва халăх йышлăн пухăнчĕ. Президиум председателĕ- район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.А.Максимов Комсомольски ял администрацийĕн пуçлăхне П.В.Лапшина сăмах пачĕ. П.В.Лапшин ял администрацийĕ иртнĕ çул мĕнле ĕçсем туни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Ял администрацине кĕрекен ялсен йышĕнче район центрĕ те пулнăран, кунти ĕç чылай кăткăсрах, нумай енлĕ пулни курăнать. Иртнĕ çул ял администрацийĕ кашни киле çутçанталăк газĕ кĕртес ыйту çине ытларах тимлĕх уйăрнă. Газ кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Доклад тăрăх тĕрлĕ ыйтусем, сĕнỹсем пулчĕç. Петр Васильевич вĕсем çине хурав панă май, хускатнă ыйтусене татса парас ĕçе ытларах тимлĕх уйăрма пулчĕ. Социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕ Н.Н.Галзанова халăха социаллă пулăшу парас ĕç районта мĕнле пынипе паллаштарчĕ, çак ĕçри çĕнĕлĕхсем çинчен каларĕ. Район больницин тĕп врачĕ М.И.Федорова ветерансене, уйрăмах вăрçăпа ĕç ветеранĕсене медицина пулăшăвĕ парас ĕç районта мĕнле пулса пынипе паллаштарчĕ, халăх сывлăхне сыхлас ĕç çине малашне те пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлессе шантарчĕ. Пĕрремĕш ыйтăва сỹтсе явнă хыççăн, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнĕ май, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене патшалăх наградине парасси пуçланчĕ. Юбилей ячĕпе кăларнă медальсене райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Н.А. Максимов пачĕ, ăна çак ĕçре социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Н.Галзанова тата Комсомольски ял администрацийĕн пуçлăхĕ П.В.Лапшин пулăшса пычĕç. Чи малтан çак наградăна вăрçă участникĕсене, ун хыççăн вăрçă вăхăтĕнче тылра ырми-канми тăрăшса ĕçленисене пачĕç. Вĕсен йышĕ самаях пысăк: Комсомольскинче наградăна тивĕçнĕ тыл ветеранĕсем 160 çын. Медале тивĕçнĕ ветерансенчен чылайăшĕн сывлăхĕ самаях хавшанă ĕнтĕ. Награда илме туя çине таянса майĕпен çеç утса пыраççĕ. Çапах та медале алла илнĕ чух ватă çынсен пичĕ çинче савăнăç кулли çиçнине асăрхатăн, çын хăйне темĕнле асамлă вăй кĕнĕ пек туять. Медаль илнисенчен темиçĕшĕ халăх умĕнче тав сăмахĕ каларĕ. Василий Кириллович Краснов, акă, çапла тав турĕ: "Пире хисеплесе наградăсем панăшăн патшалăх органĕсене чунран тав тăватăп, награда илнисене пурне те сывлăх сунатăп. Тепĕр вунă çултан пурин те çакăнта çĕнĕрен пухăнса, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа кăларакан медале илмелле пултăрччĕ". Ăна пурте алă çупса тав турĕç. Кунтан ыррине нимĕн те хушса калаймăн. Çапла пултăрччĕ. Ял администрацийĕн тата культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕсем награда илнисене илемлĕ юрăсемпе чысларĕç. .


"Каçал Ен"
02 апреля 2005
00:00
Поделиться