Асăрханулăх çинчен манар мар
Хальлĕхе çанталăк сивĕрех тăрать-ха. Апрель уйăхне кĕтĕмĕр. Юр ирĕлме пуçласан, кил-çурт таврашĕнче хĕлĕпе пуçтарăннă çỹп-çап куписем, утă-улăм тăккаланчăкĕсем çиеле тухаççĕ. Çавăнпа та çуркунне пушар хăрушлăхĕ пирки пĕр самантлăха та манмалла мар. Уйрăмах лупас хыçне тирпейлес пулать. Кунта хĕлĕпе купаласа пынă улăмлă тислĕк купи те пушар сăлтавĕ пулма пултарать. Тислĕк купинчен пушар тухнă тĕслĕхсем те пулнă. Çулсеренех ялхуçалăх кооперативĕсемпе колхозсем хирсенчи улăм ури тĕпĕсене çунтараçĕ. Анчах та ку ĕçре те йĕрке кирлĕ. Хăш кун, хăш вăхăтра вĕсене çунтарасси пирки ялти, районти пушар хуралĕсене пĕлтерсе хумалла. Ялсем, вăрмансем, обществăлла объектсем еннелле çил вĕрнĕ чухне вут чĕртмелле мар. Уйрăм çынсем те пахчисенче, анкартинче юлнă çĕрулми аврисене е ытти кирлĕ мар япаласене çунтараççĕ. Кунта татах та асăрханни кирлĕ. Ялсен урамĕсенче иртсе каймалла мар вут-шанкă е строительство материалĕсем сапаланса выртнă тĕслĕхсем пур. Ку урам илемне пăсать çеç мар, транспорт хатĕрĕсене иртсе çỹреме те чăрмантарать. Пушар сиксе тухас пулсан çак йĕркесĕрлĕх вут-кăвар алхасакан çĕре çитме, вăхăтра пулăшу пама чăрмав кỹрет. Обществăлла объектсенчи пушар хăрушсăрлăхне çирĕплетес тĕллевпе ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен, колхозсемпе кооперативсен ертỹçисен çак тапхăрта тĕрлĕ енлĕ тĕллевлĕ ĕçсем туса ирттерессине йĕркелемелле. Çăва тухса пынă май ялсенче кас хуралĕсем кăларассине йĕркелемелле. Юлашки çулсенче çак ĕçе манăçтарма пуçланă. Пушартан асăрханасси хамăртан нумай килет. Тар юхтарса, асапланса тунă кил-çурт тата ĕмĕрĕпе пухнă пур-çук укçапа илнĕ япаласем пĕр самантрах çунса каяççĕ. Çавăнпа та вут-кăварпа асăрхануллă пулар. Çĕр типсен пушар хăрушлăхĕ татах та ỹсет.
"Каçал Ен"