Çĕнĕ полиссем илмелле
Сиплев учреждени-йĕсенче юлашки вăхăтра питĕ нумай çĕнĕлĕх пурнăçа кĕчĕ. Çак ĕçре обязательнăй йĕркепе страхлакан медицина та пысăк вырăн йышăнать. Халĕ пирĕн республикăра страхлакан медицинăн икĕ касси ĕçлет. Пĕри- Шупашкарта, ĕçлемен граждансене, пенсионерсене, инвалидсене, ачасене, тепри- Çĕнĕ Шупашкарта- тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсене страхлаççĕ. Пирĕн районта та вĕсен представительствисем пур. Сиплев учрежденийĕсемпе страхлакан кассăсен хутшăнăвĕсене йĕркелесе тăракан документ вăл _ медицина полисĕ. Халĕ кивĕ полиссене çĕннипе улăштармалли вăхăт çитрĕ. Çĕнĕ полиссем парасси мĕнлерех пулса пырать-ха( Район çыннисенчен ытларахăшĕ, 60 процента яхăн, ĕçлемен граждансем _ пенсионерсем, инвалидсем, ачасем, ĕçсĕррисем. Пенсионерсемпе инвалидсем валли çĕнĕ полиссем хатĕрленĕ ĕнтĕ. Вĕсене ялсен администраци-йĕсен специалисчĕсем патĕнче илмелле. Ĕçлекен çынсене полиссене ĕçре параççĕ. Икĕ полис илме юрамасть. Илнĕ пулсан пĕрне тавăрса памалла. Тукай Мишер тата Урмаел ялĕсенчи граждансем валли полиссем хатĕрлессине çитес вăхăтрах вĕçлетпĕр. Комсомольскинче пурăнакан пенсионерсене, инвалидсене пирĕн пата _ страхлакан кассăна килме чĕнетпĕр. Хăвăрпа пĕрле паспорт, инвалид кĕнеки илсе килмелле. Вĕренекенсене полиссем шкулта параççĕ. Аслă тата вăтам пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ илекенсен пирĕн пата студент билечĕпе, паспортпа килмелле. Шкул çулне çитменнисен полисĕсене ашшĕ-амăшĕсем ялсен администрацийĕсенче илме пултараççĕ. Комсомольскинче пурăнакансен вĕсене страхлакан кассăран илмелле. Ашшĕ-амăшĕн паспорчĕпе, ачан çуралнă хучĕпе килмелле. Ĕçсĕррисене вара полиссене страхлакан кассăран, хăшпĕр документсене (паспорт, ĕç кĕнеки, ĕçпе тивĕçтерекен центртан панă свидетельство) тĕрĕслесен паратпăр. Предпринимательсен пĕрле паспорт, ĕç кĕнеки илсе килмелле. Полиссене хальтерех улăштарма тăрăшмалла.
"Каçал Ен"