Комсомольский муниципальный округ

Халăх канăвне туллин йĕркелесчĕ

"Ăс-тăн енчен пуян çыншăн çеç малалла çул уçă. Пысăк культура çине таянмасăр чăн гражданин, патриот, ĕçлекен, çемьешĕн тăрăшакан, пултаруллă тата çитĕнỹ тăвакан çын çитĕнтерме çук", тенĕ ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне кăçал янă çырăвĕнче. Районта культурăпа çыхăннă ĕç-пуç мĕнле пырать-ши? Çак ыйтупа курса калаçрăм район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕпе В.С.Васильевпа.

- Районти пĕр мероприяти те культура ĕçченĕсем хутшăнмасăр пулмасть тесен те тĕрĕсех пулĕ. Пурнăç таппине вĕсем лайăх туйса тăраççĕ. Пĕчĕк йышпах пысăк ĕç тăваççĕ...

- Çапла пулмалла та. Культура ĕçченĕн яланах халăхпа пĕрле пурăнмалла, вĕсен пушă вăхăтне, канăвне интереслĕ ирттерме тăрăшмалла, çынсене хăйсене те культура шайне хăпартас енĕпе тăрăшма явăçтармалла. 38 клуб учрежденийĕнче 66 специалист вăй хурать. Вĕсенчен 14-шĕ- аслă пĕлỹллĕ. Ачасен искусство шкулĕнче 21 преподаватель ĕçлет. 34 библиотека ĕçченĕ тăрăшать. Районти музейра вăй хуракансем вара пурте аслă пĕлỹллĕ. Пурнăçпа тан утас тесен вĕренни кирлех. Чăваш патшалăх культура институтĕнче 4 çын, Чăваш Республикин культура училищинче 16 çын, художество училищинче 1 çын, Хусанти культура тата искусство университетĕнче 3 çын пĕлỹ илет. Уйăхсеренех районта культура ĕçченĕсен семинарĕсене йĕркелетпĕр. Вокалпа, хореографипе мастер-классем иртрĕç. Халăха хăйсем енне çавăрас тесен культработниксен тавракурăмне ỹстермелле, çĕнĕ, хăйнеевĕрлĕ меслетсемпе ĕçлемелле. Эпир çапла тума тăрăшатпăр та. Республикăри культура училищипе специалистсем хатĕрлес енĕпе виçĕ енлĕ килĕшỹ тунă. Районти клуб учрежденийĕсене халĕ хореографи енĕпе специалистсем тата хормейстер кирлĕ. Паянхи культура ĕçченĕн компьютер технологине, маркетинга, психологие ăнланмалла.

- Районта культура пурнăçĕ вĕресе тăтăр тесен, клубсен, библиотекăсен тата ытти культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетмелле. Ку енĕпе ĕçсем мĕнле пыраççĕ?

- Эпир тăтăшах ЧР Культура министерстви ирттерекен пурлăх никĕсне çирĕплетессипе çыхăннă ĕçсен проекчĕсен конкурсне хутшăнатпăр. Иртнĕ çул 4 программăпа çĕнтертĕмĕр. 40 пин тенкĕлĕх сцена костюмĕсем çĕлеттертĕмĕр, 25 пин тенкĕлĕх радиоаппаратура, "Çĕр тата çынсем" музей валли коллекцисене упрамалли оборудованисем 15 пин тенкĕлĕх туянтăмăр. "Мишар" халăх ансамблĕ те 30 пинлĕх костюмсемлĕ пулчĕ. Районти искусство шкулĕ валли пианино туяннă. Çапла вара централизациленĕ фондран 240 пин тенкĕ хушма укçа илтĕмĕр. Иртнĕ çул районти искусство шкулĕнче, районти культура çуртĕнче, район тĕп библиотекинче, Аслă Чурачăкри социаллă-культурăллă центрта, Урмаелĕнчи культура çуртĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Кăçал çакăн пек ĕçсем Хырхĕрри культура çурчĕпе библиотекинче, Анат Тимĕрчкасси культура çуртĕнче пыраççĕ. Аслă Чурачăкри социаллă-культурăллă центрăн çивиттине витме пуçланă. Газификаци енĕпе те ĕçсем сарăлсах пыраççĕ, культура учрежденийĕсене "сенкер çулăм" илсе килме проектсем хатĕрлеççĕ. Хăвăрах куратăр ĕнтĕ, реструктуризаци ĕçĕсем ирттерме (вĕсем пысăк юсавпа çыхăннă) укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Ку енĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков нумай тăрăшать. Район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ чылай уйăрнă. Администраци пуçлăхĕ пирĕн кашни ялтах е социаллă-культурăллă центр, е творчество çурчĕ пулмалла текен шухăшпа килĕшет. Апла пулсан, кăçал та культура учрежденийĕсен сăн-сăпачĕ илемленессе кĕтме май пур. Культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем хăйсем те укçа-тенкĕ тума тăрăшаççĕ. Ку енĕ-пе уйрăмах районти культура çурчĕ, моделлĕ библиотека, искусство шкулĕ, "Мишар" ансамбль, Урмаел, Аслă Чурачăк тата хăшпĕр ялсенчи культура çурчĕсемпе клубсем, библиотекăсем тăрăшуллă. Ĕçлесе илнĕ хушма укçа-тенкĕ пурлăх никĕсне çирĕплетме каять.

- Тĕслĕх библиотекăсем уçни ял халăхне хăвăрт та пахалăхлă информаци илме, тавракурăмне ỹстерме май паратех ĕнтĕ...

- Паллах. Хальлĕхе пирĕн районта тĕслĕх библиотекăсем тăваттă. Виççĕшне пĕлтĕр хута янă. Вĕсенче район бюджечĕн тата спонсорсен укçи-тенкипе паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен юсав ĕçĕсем тунă, сĕтел-пукан туяннă. ЧР Культура министерствинчен 251 пин тенкĕлĕх компьютер техники, тĕрлĕ тĕслĕ телевизор, видеотехника, аудио тата видеокассетăсем, сидеромсем, кĕнекесем панă. Икĕ библиотека Интернетпа çыхăннă. Кăçал тĕслĕх библиотекăсем йĕркелес енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Хырхĕрринче хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Библиотекăсем тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ, кружоксем йĕркелеççĕ. Выставкăсемпе, стендсемпе район çыннисем хапăлласа паллашаççĕ. Тематикăлла каçсене, кĕнекесен презентацийĕсене хутшăнакансен йышĕ ỹссех пырать. Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнĕ ятпа тĕрлĕ вăрçăсен ветеранĕсем çинчен каласа паракан "Вĕсен ячĕсем халăх чĕринче" электронлă кĕнеке хатĕрленĕ, "Пирĕн ентешсем- Совет Союзĕн Геройĕсем" буклет кăларнă. Аслă Чурачăк тата Урмаел тĕслĕх библиотекисенче информациллĕ центрсем йĕркеленĕ. "Консультант плюс" право ыйтăвĕсен бази тĕрлĕ документсемпе пуянланса пырать. Библиотекăсенче, шел пулин те, периодика изданийĕсем çителĕклĕ тесе калама çук. Çапах та кашни библиотекăрах 7 тĕрлĕ издани пур. Район библиотекинче вара вĕсен йышĕ- 163 экземпляр. Тĕслĕх библиотекăсем уçăлнине, библиотекарьсем ĕçре тĕрлĕ меслетсемпе усă курнине пула иртнĕ çул ытти çулсенчен ытларах халăх унта çỹреме пуçлани палăрать.

- Ача-пăча искусство шкулĕ иртнĕ çул "Илемлĕхе хамăр алăпа тăватпăр" республикăри конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнни унти ĕç пахалăхне туллин çирĕплетет пулĕ?

- Искусство шкулĕнче музыка, фольклор, хореографи, художество уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Урмаелĕнче, Аслă Чурачăкра, Чĕчкенте, Çĕнĕ Мăратра, Йăлмахвара, Хирти Мăнтăрта, Çĕнĕ Кипеçре унăн филиалĕсем пур. 240 ача юрă-ташă, сăнарлăх илемлĕхне туйма искусство тĕнчин вăртăнлăхĕсене алла илет. Вĕсем республика шайĕнчи конкурссенче те палăрса тăраççĕ. Çак шкултан вĕренсе тухнисенчен 3-4-шĕ çулсеренех Шупашкарти тата Хусанти ятарлă тата аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕрет. Аслă Чурачăкри "Тевет", Урмаелĕнчи "Тамчы" фольклор, Комсомольскинчи "Островок" хореографи, "Волшебный сон" эстрада ансам-блĕсен пултарулăхĕпе район çыннисем тĕрлĕрен мероприятисенче тăтăшах паллашаççĕ.

- Район историне, паллă çынсен ĕçĕ-хĕлне, халăхсен йăли-йĕркине пулас ăру валли сыхласа хăварас тĕлĕшпе районти "Çĕр тата çынсем" музей пысăк пĕлтерĕшлĕ.

- Çапла. Вăл экспонатсемпе, документсемпе пуян. Çулсеренех парне кунĕ ирттереççĕ. Çакă татах хушма экспонатсем тупма май парать. Район историне сыхласа хăварнипе пĕрлех кунта выставкăсем те ирттереççĕ. Акă, район 65 çул тултарнă тĕле "Комсомольски районĕ ĕнер тата паян" выставка ĕçлерĕ. "Тĕнчери нăрăсемпе лĕпĕшсем", А.Г.Николаева халалланă "Тăван çĕршыв туртăмĕ", "Паттăрсем таврăнаççĕ" тата республикăри, вырăнти художниксен картинисен выставкисене район çыннисем йышлăн пырса курчĕç. Калаçусем, экскурсисем, уроксем ачасене Тăван çĕршыва юратма, унпа мухтанма вĕрентеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ музей республикăри "Чи тирпейлĕ музей" конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

- Василий Софронович, пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр?

- Культура ĕçченĕсене район администрацийĕ пулăшса пырать. Апла пулсан, пирĕн хамăрăн ĕçе татах та лайăхлатмалла. Халăх пурнăçĕ-канăвĕ интереслĕ ирттĕр тесе тăрăшмалла. Районти пур мероприятире те хастар пулмалла. Çынсем пирĕн ĕçпе кăмăллă юлччăр.

 

Ю.ГАВРИЛОВ калаçнă.



"Каçал Ен"
02 апреля 2005
00:00
Поделиться