Медицина темипе шкулсем
Районти тĕп больница ĕçченĕсем ял çыннисем хушшинче профилактика ĕçĕсене те анлăн туса пыраççĕ. Тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешес енĕпе калаçусем ирттереççĕ, санбюллетеньсем кăлараççĕ. Çавăн пекех больницăра сахăр диабечĕн, язва, гипертони, астма, ашшĕсемпе амă-шĕсен шкулĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕçне В.Н.Федорова, Р.С.Муравьева, И.И.Ефремова, Н.М.Алякина, А.В.Козлова врачсем йĕркелесе пыраççĕ. Занятисем уйăхра пĕрре иртеççĕ.
"Каçал Ен"