Офис уçăлĕ, стационар та ĕçле
Çĕнĕ Мăрат участок больницинче хĕрỹ ĕçсем пыраççĕ. Районти юсавпа строительство участокĕн ĕçченĕсем пикенсех юсав ĕçĕсем тăваççĕ. Кунта июнь уйăхĕнче çемье врачĕн офисĕ уçăлать. Ун чухне медработниксен ĕç условийĕсем нумай лайăхланĕç, офис çĕнĕ медицина хатĕрĕсемпе пуянланĕ. Унта пациентсене ăнăçлă сиплеме мĕнпур услови пулĕ. Çав вăхăтрах Çĕнĕ Мăрат больницинче стационар та сыхланса юлать. Унта та юсав ĕçĕсем тумалла.
"Каçал Ен"