Комсомольский муниципальный округ

Уйрăм çынсем тытаççĕ, кооперативсем пĕтереççĕ

Ялхуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче ытти выльăх-чĕрлĕх сахалланнипе пĕрлех лашасен йышне чакараççĕ. Кăçалхи çул тĕлне пĕлтĕрхи çулталăк пуçламăшĕпе танлаштарсан ут шучĕ 150 пуç пĕчĕкленнĕ. Уйрăм çынсем вара лашасем ытларах тытма пуçланă. Акă, пĕчĕк çеç Кайнлăк ялĕнче хушма хуçалăхсенче 17 пуç ут пур. Лаша хăйне хăй тăрантарать, теççĕ. Çак выльăхсене те пĕтерес çул çине тăни ниушлĕ тĕрĕс-ши?


"Каçал Ен"
02 апреля 2005
00:00
Поделиться