Комсомольский муниципальный округ

Утарçăсен ĕç пуçланать

 Пыл хурчĕсем _ çутçанталăкăн чĕрĕ пайĕсем. Вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăраççĕ. Кирек ăçта хĕл каçсан та (урамра е ятарлă çуртра) пыл хурчĕсем çуркунне çывхарнине туяççĕ. Унччен вĕсен сасси аран кăна илтĕннĕ пулсан, ăшă енне кайсан çемье пĕр тикĕссĕн сĕрлет. Йăва варринчи ăшăрах пушă ячейкăсене пытанса ларнă хуртсем майĕпен тухаççĕ. Пушаннă ячейкăсене çăвăр сапма тĕплĕн тасатаççĕ. Ама пĕр çỹп хăварман, йăлтăртатакан пуличчен тасатнă ячейкăсене кăна çăмарта хурать. Хуртсем ăна тим-лĕрех те ачашрах пăхма пуçлаççĕ, вăйпах апат сĕнеççĕ. Вăл кирек хăш вырăнта пулсан та, ун çывăхĕнче ăна пăхакан хуртсен ушкăнĕ явкаланать. Халĕ вăл çăмарта тума тытăнать. Çăмарта йăлтăркка, витĕр курăнать, вĕçĕсем çавралатнă тăрăхла патак евĕрлĕ. Пĕр вĕçĕпе ячейка тĕпне çыпăçса ларать. Малтанхи кунсенче ама талăкра 20_30 çăмарта кăна тăвать. Майĕпен ытларах тума тытăнать, пĕр карасран теприн çине куçать. Тепĕр виçĕ кунран çăмартаран питĕ пĕчĕк вăйсăр личинкăсем тухаççĕ. Çак вăхăтра апат çитерекен хуртсем вĕсемшĕн ĕçлеме тытăнаççĕ. Ячейкăна пыл хурчĕн сĕтне, витĕр курăнакан шурă тĕслĕ шĕвеке, хураççĕ. Апат личинка йышĕнчен 4_5 хут нумайрах. Йăвара çăмарта тата çăвăр пулсан, хуртсем кунти температурăна 35 градуса çитереççĕ. Пыл хурчĕсем вăйлăрах ĕçлеме пуçлаççĕ, апат нумайрах çиеççĕ. Вĕсен ытларах сĕт пулма тытăнать. Çавăнпа та йăвара пылпа чечек тусанĕ нумай пулмалла. Кунран-кун йăвара çăвăр нумайрах та нумайрах пулса пырать: çăмартасем, личинкăсем, куколкăсем. Çăмарта тума пуçланăранпа виçĕ эрне иртсен, çамрăк хуртсем çуралма тытăнаççĕ, çемьери ĕçсене хутшăнма пуçлаççĕ. Çемье йышĕ çĕнелет, çамрăкланать. Юлашкинчен, вăрăм хĕл хыççăн, ирĕке тухмалли кун çитет. Вĕлле хĕвелпе ăшăнсанах, хуртсем пĕрин хыççăн тепри вĕçсе тухма тытăнаççĕ. Çуркуннехи пĕрремĕш вĕçев тасалмалли вĕçев пулать. Вĕçнĕ вăхăтра пыл хурчĕсем 6_7 уйăх тулли тăнă пыршăлăхне тасатаççĕ. Ирĕкре №урамра№ хĕл каçнă пыл хурчĕсем пĕрремĕш хут васкамасăр, лăпкăн вĕçеççĕ. Пыл хурчĕсем ятарлă çурт-ра хĕл каçнă пулсан мĕн тумалла( Ирхине, лайăх кун, вĕллесене наçилккепе йăтса тухмалла та хĕвел лекекен çĕре лартмалла. Вырăнтан куçарнă чухне пыл хурчĕсем вĕçсе тухасран вĕлле шăтăкне малтанах питĕрмелле. Вĕллесене вырнаçтарса лартсан шăтăка уçмалла. Хăйсене хускатнине пыл хурчĕсем уйрăмах хĕл вĕçĕнче юратмаççĕ. Çилленнĕскерсем тасалма нумайăн вĕçсе тухаççĕ. Каялла таврăннă чух юнашар çемьери хуртсемпе хутшăнса каяççĕ, ют йăвана лекеççĕ. Çавна пула пĕр çемье начарланать, тепри вăйланать. Çавăнпа та вĕллесене каçран кăларса лартмалла. Вĕллери çỹп-çапа, хĕл каçа вилнĕ хуртсене тасатса кăларма пыл хурчĕсен нумай тăрăшас пулать. Вĕсене тасатмасан тĕрлĕ чир-чĕр сарăлма пултарать. Çавăнпа вĕлле тĕпĕнчи çỹп-çапа шăлса пуçтармалла. Хăш чухне, уйрăмах япăх хĕл хыççăн, çемьене таса вĕллене куçарса лартма ансатрах. Çуркунне çемье хĕл каçнă ватă хуртсем вырăнне çамрăккисене нумайрах çитĕнтерме тăрăшать. Çемье йĕркеллĕ аталантăр тесен, ку вăхăтра 15 килограмран кая мар пыл пулмалла. Сахал пулсан ăна хушса памалла. Пыллă карассем лартса пама ансат та шанчăклă. Хăш чухне утарçăсем пыл хурчĕсене канди параççĕ. Канди хурт-хăмăр магазинĕнче пур, туянма пултаратăр. Çуркунне çемье ỹсесси апат хисепĕнчен килет. Çулталăкра хурт-хăмăр çемйи çиекен пылăн çуррине яхăн виçи çуркуннене, личинкăсем ỹснĕ вăхăтра, тивет. Пĕр рамка çинче çăвăр çитĕнтерме пĕр рамка пыл кирлĕ е кашни пыл хуртне пĕр ячейка. Йăвара пыл сахал, çанталăк япăх пулсан, хуртсем выçă пурăнаççĕ, амана япăх çитереççĕ, личинкăсене те тăраниччен пыл памаççĕ. Çавăнпа та çамрăк хуртсем вăйсăр та çăмăл виçеллĕ пулаççĕ. Вĕсен йышĕ те сахал. Выçăллă-тутăллă пурăнакан çемье пыл нумай паракан ỹсентăрансем чечеке ларнă тĕле пыл пухма çителĕклĕ чухлĕ çамрăк хурт-сем çитĕнтереймест. Йăвара апат пур _ хурт та, пыл та пулать. Хуртсем пыл параççĕ, пыл хурт парать. Хĕллехи вăхăтра нумай хурт вилсе пĕтнĕ çемьесем çуркунне япăх аталанаççĕ. Вĕсене вăйлă çемьесенчен лайăхрах пăхмалла. Вĕсем çине вăрă хуртсем те тапăнма пултараççĕ. Кунашкал çемьесене, урăх йăваран илсе, пĕрер рамка пиçсе çитнĕ пыл, пичетленĕ çăвăрлă рамка памалла. Ку вĕсене вăйланма пулăшать.


"Каçал Ен"
02 апреля 2005
00:00
Поделиться