Ыркăмăллăх чĕнĕвĕ
Хаклă вулаканăмăрсем! Сире районти опекăпа попечительство уйрăмĕнче, вĕрентỹ управленийĕнче ĕçлекенсем, пĕр саслă пулса, "Ыркăмăллăх чĕнĕвне" хутшăнма чĕнеççĕ. Çулсерен тăлăх, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасен шучĕ ỹссех пырать. Кунсăр пуçне тата ашшĕ-амăшĕсен тивĕçне тытса пыма пултарайман, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен, укçа-тенкĕрен çителĕклĕ пурăнайман çемьесен шучĕ те ỹсет. Çавăнпа та камăн ачи-пăчи ỹссе çитĕннĕ, вĕсем хыççăн юлнă тумтир, атă-пушмак упранать пулсан, çав япаласене райадминистраци çурчĕн пĕрремĕш хутĕн-че вырнаçнă 16-мĕш пỹлĕме илсе çитерме ыйтатпăр. Туссем, хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Айтăр-ха, хамăрăн ырă кăмăллăха пур ача патне те илсе çитерер. Çынлăхпа ăшă кăмăла, тараватлăха çак ачасене парар, вĕсемшĕн вăхăтлăха та пулин, пĕчĕк савăнăç пултăр..
"Каçал Ен"