Комсомольский муниципальный округ

"Красный Октябрь" пайланнă

Иртнĕ шăматкун "Красный Октябрь" кооперативра хуçалăхра ĕçлекенсен пухăвĕ иртнĕ. Çак ЯХПК ĕçĕсем юлашки вăхăтра япăхлансах пычĕç- бюджета тата бюджет тулашĕнчи фондсене налук туллин тỹлеймен. Колхозниксем умĕнче ĕç укçин парăмĕ те пĕчĕкех мар. Çапла ĕнтĕ вăл, чăн-чăн хуçа пулмасан хуçалăх юхăнать. Лару-тăрăва мĕнле те пулин çăлса хăварас, кооператива панкрута кăларас мар тесе, "Красный Октябре" пайлама йышăну тунă пухăва пуçтарăннисем. Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакансем хăйсен хуçалăхне "Шихазаны" ят панă. Унăн "тилхепине" çамрăк ертỹçĕ Олег Анатольевич Лукиянов тытнă. Аслă экономика пĕлĕвĕ илнĕ специалист ял çыннисен шанăçне тỹрре кăларасса шанас килет. Тепĕр хуçалăхне "Сюрбеево" ят хунă. Çак çĕнйĕркелỹсем лару-тăрăва çăлса хăварма, ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тума пулăшсан тем пекехчĕ.


"Каçал Ен"
06 апреля 2005
00:00
Поделиться