Тăван тавралăха упрасчĕ
Районти тĕслĕх библиотекăра библиотекарьсен семинарĕ иртнĕ. Малтанах район администрацийĕн çутçанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Г.Георгиев тăван тавралăха упрасси çинчен каласа пачĕ. Методика кабинечĕн тĕп специалисчĕ М.Мокеева экологи темине çутатассипе библиотекарьсен епле ĕçлемелли çинче чарăнса тăчĕ. Г.Зайнуллина çитĕнекен граждансене экологи тĕлĕшĕнчен воспитани парассипе еплерех ĕçленипе паллаштарчĕ. Кăçал- Садсемпе парксен çулталăкĕ. Çавăнпа йывăç-тĕмсем, чечексем лартма-акма, хамăр пурăнакан тавралăха илемлетме тăрăшмалла. Ку тĕлĕшпе пире тĕрлĕ литература нумай пулăшать. Е.Савельева библиотекарь шăпах çав кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Л.Шорникова художник тĕрлĕ темăсемпе выставкăсем йĕркеленĕ чухне вĕсене мĕнлерех хитрелетмелли çинчен каларĕ. Информаци центрĕн заведующийĕ А.Боровков тĕрлĕ слайдсем кăтартрĕ. .
"Каçал Ен"