Комсомольский муниципальный округ

Вĕсем юрра-кĕвве парăннă

"Юрра-кĕвве юратакан çемье",- теççĕ Аслă Чурачăкри Просвирновсем çинчен сăмах пуçарсан. Сергей Александрович шкул çулĕсенчех хуткупăспа сцена çине тухатчĕ. Шкул пĕтерсен пĕр вăхăт тăван колхозра механизаторта вăй хучĕ. Ун чухне те хуткупăса алран яман вăл. Пурăна-киле юрă-кĕвĕ тĕнчи хăй ытамне йăлтах çавăрса илчĕ пулĕ ăна. Вăл халĕ ачасене музыкăна ăнланма, юрлама вĕрентет. Ялти, районти пĕр концерт та, фестиваль те вăл хутшăнмасăр иртмест. Сцена çине вĕсем тăтăшах мăшăрĕпе Елена Геннадьевнăпа тухаççĕ. Ачисем те мĕн пĕчĕкренех юрра-кĕвве юратса çитĕнеççĕ. Вĕсене те куракансем хапăл туса йышăнаççĕ. Георгий Митрофанович Перьев Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче музыка предметне вĕрентет. Çав вăхăтрах юрăсем те кĕвĕлет. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен фестивалĕнче те пĕрре мар палăрнă. Георгий Митрофанович кĕвĕленĕ юрăсене районти музыкăна юратакансем тăтăшах сцена çине кăлараççĕ. Чылайăшĕ халăх хушшинче те анлă сарăлнă.


"Каçал Ен"
06 апреля 2005
00:00
Поделиться