Ял илемĕ- унта пурăнакансенче(районти граждансен пухавĕсем хыççăнхи шухăшсем)
Ялта татса паман ыйту сахал мар. Çакă март уйăхĕнче ялсенче иртнĕ граждан пухăвĕсенче палăрчĕ. ЧР Президенчĕ те, правительство та ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе чылай ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ программăсем йышăнаççĕ. Акă, районти кашни ялах "сенкер çулăм" çитрĕ. Çак ырлăхшăн пухусенче тав сăмахĕ калакансем чылайăн пулчĕç. ЧР Президенчĕн ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес енĕпе кăларнă указне те ырласа йышăнчĕç. Çурт лартакансене кредитсемпе тивĕçтереççĕ. "Çамрăк çемье", "Ялта пурăнакан" программăсемпе укçа-тенкĕ илнисем те районта сахал мар. Телефон çыхăнăвне йĕркелес ĕçе лайăхлатас енĕпе те утăмсем тăваççĕ. Ветерансене, пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшасси-пе те ĕçсем пыраççĕ. Çемье врачĕн офисĕсем, тĕслĕх библиотекăсем уçăлни те- ял çыннисен ыйтăвĕсене татса парас енĕпе тунă утăмсем. Патшалăх пулăшать. Çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, унта хăтлăх хуçаланать. Анчах та хамăр пурăнакан вырăнти тирпейлĕх хальлĕхе тивĕçтерет тесе калама çук. Ку пĕр-икĕ яла çеç мар, пурне те пырса тивет. Урамсенче, хапха умĕсенче тирпей-илем çук. Ял çумĕнчи çырма-çатрасене, шырлансемпе варсене кайса пăхсан унта мĕн кăна çук. Чăвашсем калашле, шуйт-тан та урине хуçĕ. Унти çỹп-çапа ют районтан килсе пăрахман, паллах. Пĕр ялта пурăнакансен ĕçĕ вăл. Кил-çурт, картиш таса пултăр, ытти вара пирĕн мар текен шухăш пĕтмен-ха. Кăçалхи çула ЧР Президенчĕ Садсемпе парксен çулталăкĕ тесе палăртнă. Иртнĕ çулах чылай ялта йывăçсем лартса хăварнă. Йывăçне ăна кашни çулах лартаççĕ-ха. Анчах та вĕсенчен миçе проценчĕ чĕрĕлет-ши? Çамрăк хунавсене, çулçă кăларнă йывăçсене хуçса, касса пĕтерекенсем те пирĕн хушăри çынсемех. Çавăнпа та пухусенче йывăçа лартнипе çеç мар, ăна упраса ỹстерес енĕпе те ĕçлемеллине палăртрĕç. Патшалăх яла пулăшать, терĕмĕр. Анчах та пур енĕпе те укçа-тенкĕ парса çитереймест. Çавăнпа та кашни ял администрацийĕнчех самообложени укçи пуçтарас енĕпе йышăнусем тăваççĕ. Шел пулин те, çак укçа-тенке те пурте парса çитереймеççĕ е памаççĕ. Пĕчĕк кĕперсене юсани, хамăр çỹрекен çулсене тикĕслени, масарсен йĕри-тавра карта тытни тата ытти енĕпе те ялта ĕçсем туни унта пурăнакансемшĕнех лайăх-çке. Акă, Чĕчкен тата Аслă Чурачăк ялĕсенчи хăшпĕр урамсене спонсорсен тата самообложени укçи-тенкипе вак чул сарса хытарнă. Ун пек тĕслĕхсем ытти ялсенче те палăраççĕ. Халĕ уйрăм çынсен автомашинăсем йышланчĕç. Патшалăх асфальтлă çул туса парассине кĕтсе ларма йывăр. Апла пулсан унта пурăнакансен хăйсенех тăрăшмалла. Пухусенче ялта авланман арçынсем, хусахсем йышлă пулни пирки те калаçу пулчĕ. Çакă социаллă-демографиллĕ лару-тăру çине питĕ пысăк витĕм кỹрет. Ача çураласлăх районта, Тукай Мишер ялĕсĕр пуçне, пур çĕрте те пĕлтĕр виçĕмçулхинчен сахалрах пулнă. Çамрăксем çук, ял ватăлса пырать. Культура пурнăçĕ пирки те чарăнса тăчĕç. Çын театр-спектакль курма кайни, дискотекăсене çỹрени, кĕнеке, хаçат-журнал вулани, юрлама пултарни çеç вăл культурăллă пулнине пĕлтермест. Ялсенче ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен нумай. Клуба тухакан çамрăксем хăйсене тытма пĕлмеççĕ. Культура çурчĕсемпе клубсен йĕри-тавра пăхсан(шăпах вĕсем ялти культура вучахĕ пулса тăраççĕ) мĕн кăна курмастăн-ши? Шурă юр çинче йăлтах палăрать. Юр кайса пĕтсен тата мĕн кăна тухмасть-ши? Çак ыйтусене те пухусенче хускатрĕç. Хуçасăр йытăсем те кашни ял проблемиех. Вĕсене пĕтерес ыйту республикăра уртаракан чир тупнă тĕс-лĕхсем пулнине кура татах та çивĕчрех тухса тăрать. Кĕçех йĕпе-сапа çанталăк пуçланать. Вăл вăхăтра техникăна урамсене кĕртме чараççĕ пулин те, çулсене çăрса çỹрекенсем пур. Хĕл кунĕсенче хăшпĕр ялсенчи урамсенче юр та уçаймаççĕ. Пĕр-пĕр предприятипе е техника пур уйрăм çынпа килĕшỹ тăвас ыйту та çĕкленчĕ. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн тата район больницин представителĕсене çăмăллăхсем, эмелсемпе тивĕçтересси пирки ыйтусем нумай пулчĕç. Пухусем ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕç. Ыйту нумай пулчĕ унта. Вĕсене пурне те, паллах, пĕр кунта та, пĕр уйăхра та татса пама çук. ЧР Правительстви республикăри ялсене 2010 çулччен социаллă аталантарас тĕлĕшпе тумалли ĕçсем пирки ятарлă программа йышăннă. Унта чылай ыйтăва татса парас енĕпе вăй хумаллине каланă. Хăшпĕр курăмлă ĕçсем халех пур. Апла пулсан малашне ял сăн-сăпачĕ татах та лайăхланса улшăнасса шанмалла. Ял çыннисен те айккинче тăмалла мар.
"Каçал Ен"