Казначейство уйрăмĕ- 10 çулта
Комсомольски районĕнчи федераллă казначейство уйрăмне туса хунăранпа апрелĕн 11-мĕшĕнче вунă çул çитет. Халĕ хăшпĕр пĕтĕмлетỹсене те тума пулать ĕнтĕ. 1995 çултанпа федераллă бюджетăн тупăшне кашни кунах шута илесси тĕрлĕ шайри бюджетăн налукĕсене, çăмăллăхсене палăртасси, йĕркелесе пырасси пуçланнă. Çакă налук тỹлекенсем ĕç тăратнă тăрăх, вырăнти самоуправлени, влаç органĕсен, саккун кăларакансен йышăнăвĕсем тăрăх пулса пырать. 1995 çулхи июльтен пуçласа федераллă бюджетăн тăкакĕсене йĕркелесе пырасси пуçланнă. 2000 çултанпа пĕтĕмпех казначейство уйрăмĕ пĕр счетпа бюджетăн пĕтĕм тăкакĕсене, тупăшне уйăрассине йĕркелесе пырать. Бюджет укçи-тенкипе усă куракансен лицевой счечĕсене пурнăçа кĕртнĕ. 1996_1999 çулсенче бюджет счечĕсене тата ытти бюджета тупăш паракан учрежденисен, предпринимательсен счечĕсене кредит учрежденийĕсенчен казначействăна куçарнă. Çак вăхăтра Комсомольскинчи казначейство базăллă уйрăм пулнă. Казначейство специалис-чĕсем хальхи вăхăтра федераллă бюджетпа мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăраççĕ. Çавăн пекех дотаци, субвенци, субсиди, компенсаци фончĕсене те тĕрĕслеççĕ. Хальхи вăхăтра казначейство уйрăмĕ бюджет укçипе усă куракан 17 учрежденипе, организаципе ĕçлет. Вĕсем çине 26 лицевой счет уçнă. Кашни çулах бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕ бюджетăн укçипе пурăнакансен счечĕ урлă çаврăнасси 20_25 процент ỹсет, 60 миллионран иртет. 10 çулта бюджет укçипе тĕллевсĕр усă курнине 200 пин тенкĕлĕх тупса палăртнă. Ку вăл малтанхи 3_4 çулта пулнă. Çак укçана федераллă бюджета пĕтĕмпех тавăрнă. Казначейство уйрăмĕ хăй умĕнчи тивĕçе туллин пурнăçласа пырать. Кашни ĕç вырăнне уйрăм компьютер вырнаçтарнă, телекоммуникаци çыхăнăвĕпе çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра уйрăмра 14 çын ĕçлет. Вĕсенчен 11-шĕ _ патшалăх служащийĕсем. 10 çын аслă пĕлỹ илнĕ. Пурте вĕсем хăйсен ĕçне юратса та пĕлсе тăваççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 4 çынна казначейство управленийĕ Хисеп грамотисемпе наградăланă, 3 çынна тав тунă. Пĕр çынна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă, "Финанс ĕçĕн отличникĕ" паллăпа пĕр çынна чысланă. Манăн малтанхи кунран пуçласа ку таранччен ĕçлекен Л.Совина, З.Айнетдинова, М.Айзатуллова, В.Марин ĕçченсене уяв ячĕпе тав тăвас килет. Вĕсем хăйсен тивĕçне чăннипех те лайăх пунăçласа пыраççĕ.
"Каçал Ен"