Комсомольский муниципальный округ

Перлехи экзаменсем çывхараççĕ

Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹпе наука министерстви февралĕн 8-мĕшĕнче 243-мĕш номерлĕ приказ кăларнă. Унта Чăваш Республикинче кăçал та пĕрлехи экзаменсем тытас енĕпе эксперимента малалла тăсассине пĕлтернĕ. Вăтам шкул пĕтерекенсем çак предметсемпе пĕрлехи экзаменсем тытма пултараççĕ: вырăс чĕлхи, математика, физика, хими, биологи, географи, Раççей историйĕ тата обществознани. Математикăпа пур ачан та тытмалла, ытти экзаменсене вара шкул пĕтерекенсем хăйсем суйласа илме пултараççĕ. Тата çакна каласа хăвармалла: енчен те ача вырăс чĕлхипе пĕрлехи экзамена хутшăнчĕ пулсан, унăн шкулта вырăс литературипе сăмахпа каласа экзамен тытмалла. Пĕрлехи экзамен тытас мар текеннисем вырăс литературипе шкулта сочинени е изложени çырса хăйсен пĕлĕвне палăртĕç. Кăçал районти вунултă вăтам шкулта 430 ача вунпĕрмĕш класс пĕтерет. Вĕсем район центрĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкулсенче математика предмечĕпе экзамен тытаççĕ. Ытти экзаменсем ăçта пуласси паллă мар-ха, кунĕсем вара Раççей Федерацийĕнчи пур субъектсенче те пĕр пек: майăн 24-мĕшĕнче химипе обществознани, çак уйăхăн 28-мĕш кунĕнче- географи, биологи, июнĕн 3-мĕшĕнче- вырăс чĕлхи, 8-мĕшĕнче- математика, 15-мĕшĕнче- Раççей историйĕ тата физика. Июнĕн 16-мĕшĕ вара - тĕрлĕ сăлтавсене пула çỹлерех асăннă предметсемпе пĕрлехи экзамена хутшăнма пултарайман ачасем валли уйăрнă кун. Пĕрлехи экзамен пĕр вăхăтрах вăтам шкулта пуçтарнă пĕлỹ шайне те тĕрĕслет. Çав вăхăтрах вăл аслă шкула вĕренме кĕмелли экзамен та шутланать. Çак экзаменăн результачĕсем пĕр çуллăха анчах. Енчен те иртнĕ çулсенче вăтам шкул пĕтернĕ, тĕрлĕ сăлтавсене пула вĕренме кĕреймен çамрăксем, кăмăлĕсем пулсан, пĕрлехи экзамена хутшăнма пултараççĕ. Çакна тума вĕсен çак кунсенчех вĕрентỹ управленийĕн ертỹçи ячĕпе заявлени çырмалла. Унта миçемĕш çулта шкул пĕтернине, ăçта пурăннине, паспорт серипе номерне, хăçан çуралнине кăтартмалла. Тĕрлĕ ыйту сиксе тухсан ашшĕ-амăшĕсем, ачасем вĕрентỹ управленине кĕрсе тухма е 5-18-19 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа консультаци илме пултараççĕ.


"Каçал Ен"
09 апреля 2005
00:00
Поделиться