Шыв-шур çывхарать
Çурхи шыв-шура йĕркел-лĕ юхтарса ярас тĕлĕшпе районти штаб хăй ĕçне февраль уйăхĕнчех пуçăннă. Ун йышне администраци ĕçченĕсем, инженерсем, предприятисен ертỹçисем, милици сотрудникĕсем кĕреççĕ. Штаб тĕллевĕ- шыв-шур тапраннă вăхăтра чрезвычайлă лару-тăруран сыхланасси. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан ăна çийĕнчех пĕтерес, çынсем шывра инкеке лексен пулăшас тĕ-лĕшпе пурнăçламалли ĕçсем мĕнле пулнине тĕрĕслес ыйтупа çак кунсенче ятарлă тренировка иртнĕ. Штаб председателĕ Г.М. Киргизов ЧР Министрсен Кабинечĕн Указĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрупа ĕçлекен тĕп специалисчĕ Н.А.Хайруллов шыв-шуртан асăрханас енĕпе районта лару-тăру мĕнле пулни çинчен каласа панă. Çак енĕпе вырăнта мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен Александровка, Тукай, Эльпуç, Хирти Сĕнтĕр ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем сăмах илнĕ.
"Каçал Ен"