Тĕрĕслев пуçланчĕ
Уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен çулсеренех ялхуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенчи тракторсене тата прицепсене тĕрĕслесе техосмотр ирттереççĕ. Тĕрĕслев кăçал "Слава" ялхуçалăх кооперативĕнче пуçланчĕ. Ку хуçалăхра машинăпа трактор паркĕн пурлăх никĕсĕ çирĕп. Çавăнпа та кустăрмаллă тата гусеницăллă тракторсем пурте техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар. Тракторсем, районти ытти хуçалăхсенчисемпе танлаштарсан, кивех мар. Хуçалăх çулсеренех уй-хир ĕçĕсене туса ирттерме мĕнле те пулсан çĕнĕ техника туянма тăрăшать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче хуçалăх правленийĕнчен, инженер-специалистсенчен килекен çитменлĕхсем ытлах палăрмарĕç. Электрооборудованисем юсавсăр пулни, болтсене кирлĕ таран пăрса хытарманни, блокировка ĕçлеменни тата ытти вак-тĕвек кăлтăксем пĕр механизатор яваплăхĕнчен çеç килеççĕ. Çав вак-тĕвекрен инкек-синкек сиксе тухнă тĕслĕхсем сахал мар пулаççĕ. Çавăнпа та тракто-ристăн çул çине тата ĕçе юсавлă тракторпа çеç тухмалла. Тĕрĕслев хыççăнхи канашлура патшалăх техника надзорĕн тĕп инженерĕ С.Н.Кокорев комисси тупса палăртнă кăлтăксемпе çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме хушса хăварчĕ. "Юсавлă техникăпа çеç ĕç тухăçлă пулать",- палăртрĕ вăл. Район администрацийĕн ĕç хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Н.В.Прокопьев ĕçре асăрхануллă пулмалли пирки аса илтерчĕ. Тепĕр чухне пĕлсе тăрсах ĕç дисциплинине пăсатпăр, инкек вара куçа курăнса килмест. "Слава" ялхуçалăх кооперативĕн председателĕ А.Е.Потемкин ĕçленĕшĕн хавхалантармалли çĕнĕ условисем çинчен каласа пачĕ. Енчен те комисси механизатор пурнăçланă ĕçе "лайăх" хак парсан ĕç укçи çумне 25 процент, "питĕ лайăх" хак парсан 50 процент таран хушса тỹлеççĕ. Вăлах ĕç дисциплинине çирĕплетмелли çинчен каларĕ. "Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе перекетлĕ усă курмалла",- палăртрĕ Анатолий Егорович. "Слава" ялхуçалăх кооперативĕ, тĕпрен илсен, çурхи ака-суха ĕçне хатĕр. I тата II класлă репродукциллĕ е элита вăрлăхсем хатĕрленĕ. Кăçал кунта качака курăкĕ (козлятник) 100 гектар çинче акса хăварасшăн. Кооператив нумай çул ỹсекен курăксемпе тухăçлă ĕçлет. Вĕсем пусă çаврăнăшĕнче 30 процент ытла лаптăк йышăнаççĕ. Кăçал та сахăр кăшманĕ çине тимлĕх уйăрасшăн, çĕрулми лаптăкне ỹстересшĕн. Çак культурăсем иртнĕ çул чылай тупăш панă. Яланхи пекех "Слава" ялхуçалăх кооперативĕ çуракине вăхăтра тата пахалăхлă ирттерессе шанас килет. Ĕнер "Труд" ялхуçалăх кооперативĕнче те техника тĕрĕслевĕ иртрĕ. Комисси кунти тракторсен юсавлăхне лайăх хак панă. Апрель уйăхĕнче районти ытти ялхуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче те техника тĕрĕслевĕ иртмелле. Ю.ГАВРИЛОВ
"Каçал Ен"