Комсомольский муниципальный округ

Хырхĕрринче те тĕслĕх библиотеки уçăлнă

Пурнăçĕ улшăнса пынăçемĕн ял çынни те ытларах хăтлăх енне туртăнать, тĕрлĕ çăлкуçран нумайрах та тĕрĕсрех информаци илесшĕн. Районта, республикăра, тĕнчере мĕн пулса иртнине те пĕлесшĕн. Çаксене шута илсе ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ялсенче моделлĕ библиотекăсем уçасси çинчен Указ кăларнă. Асăннă Указа пурнăçласа пирĕн районта та чылай ĕç тунă. Райцентрта, Аслă Чурачăкра, Урмаелĕнче тĕслĕх библиотекăсем уçăлнăччĕ. Иртнĕ шăматкун вара Хырхĕрри ялĕн çыннисемшĕн те кĕтнĕ кун çитрĕ. Кунти культура çуртĕнче Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕ юсав ĕçĕсем тунă хыççăн ял библиотекине "модельлĕ" статус пачĕç. Халь ĕнтĕ вăрман варринчи ялта пурăнакансем те тĕнчери хыпарсем çинчен интернет урлă пĕлме пултараççĕ. Çак çуртрах вырнаçнă курав залне те, фельдшерпа акушер пунктне те юсаса хăтлăхпа илем кĕртнĕ. Культура çурчĕн тăррине те çĕнĕрен витнĕ. Хырхĕрри ял администрацийĕн пуçлăхĕн А.Н.Воробьевăн сăмахĕпе, килес çул кунта районти почтамтăн уйрăмне уçасшăн. Вара çак комплекса "Социаллă центр" статусне парасшăн. Паллах, пĕтĕмпех пĕр вырăнта пулни ял çыннисемшĕн питĕ меллĕ ĕнтĕ, килтен пĕрре тухсан пĕтĕм ыйтăва татса пама пулать. Модельлĕ библиотекăна уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков, культура пайĕн начальникĕ В.Васильев, Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕн директорĕ В.Максимов хутшăннă. Район пуçлăхĕ библиотека заведующине Вера Горбуновăна Президент стипендиачĕн свидетельствине савăнăçлă лару-тăрура панă. Çак пысăк чыс ăна малашне тата лайăхрах, ял çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн тăрăшарах ĕçлеме хавхалантартăрччĕ. Вырăнти художество пултарулăх ушкăнĕ пуçтарăннисене юрă-ташăпа савăнтарнă. .


"Каçал Ен"
12 апреля 2005
00:00
Поделиться