Комсомольский муниципальный округ

Техника тĕрĕслевне лайăх хатĕрленнĕ

"Луч" ЯХПК машинăпа трактор паркне çулсерен çĕнетсе пыма тăрăшать. Çакă вăл хуçалăхра иртнĕ техника тĕрĕслевĕнче те курăнчĕ. Кустăрмаллă тракторсем те, гусеницăллисем те, пĕчĕк кăлтăксене шутламасан, комиссие юсавлăх енчен тивĕçтерчĕç. Кăлтăксем ытларах механизаторсенчен килекеннисем анчах. Электрооборудовани юсавсăр е трактора кĕрлеттерсе янă чухне хускалса каясран асăрханмалли блоктировка ĕçлемест. Çак кăлтăксене техосмотр вăхăтĕнче çийĕнчех пĕтерсе пычĕç. Çураки- яваплă тапхăр. Тракторсем юсавлă пулни çеç çителĕксĕр, кăкарса ĕçлемелли агрегатсене те хатĕрлесе çитермелли çинче тĕрĕслев хыççăнхи канашлура хуçалăх ертỹçин çумĕ А.А.Осипов тата В.И.Макаров тĕп инженер ытларах чарăнса тăчĕç. Вĕсем ĕç вăхăтĕнчи хăрушсăрлăх ыйтăвне те тимлĕх уйăрчĕç. Комисси механизаторсем хушшинче тракторсене чи лайăх хатĕрленисене те палăртрĕ. Гусеницăллă тракторпа ĕçлекенсем хушшинче Н.Поляков пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. С.Александров- иккĕмĕш вырăн. Кустăрмаллă тракторпа ĕçлекенсенчен С.Леонтьевпа А.Туйдуков трактористсем палăрчĕç. 


"Каçал Ен"
12 апреля 2005
00:00
Поделиться