Акана хатĕрленеççĕ
Районти ялхуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче пикенсех çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленеççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ, техникăн запас пайĕсене илсе килеççĕ. Тракторсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларас енĕпе тăрăшаççĕ, минераллă удобренисем янтăлаççĕ. Вăрлăхсене кирлĕ шая çитереççĕ. Районти хăшпĕр хуçалăхсенче çĕрулмине путвалсенчен кăларса суйлама пуçланă.
"Каçал Ен"