Культура ĕçĕ лайăхланать
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕн-чен пуçласа район администрацийĕн пуçлăхĕн Г.Ф.Волковăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Шурут вăтам шкулĕн бази çинче вĕрентỹпе культура центрĕ йĕркеленĕ. Халĕ мĕнпур культурăллă мероприятисене кунта ирттеретпĕр. Çак кунсенче ял çыннисем центрта районти искусство шкулĕн воспитанникĕсен, Алексей Шадриков юрăçăн концерчĕсене, районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн спектакльне курчĕç. Çавăн пекех кунта çуркунне уявĕ те питĕ интереслĕ иртрĕ. Программăра спорт мероприятийĕсем(волейболла, шахматла вылясси), концерт, "Айтăр-ха, хĕрсем!" конкурс пулчĕ. Спорт ăмăртăвĕсене 6 команда, арçынсен - 4, хĕр-арăмсен 2 команди хутшăнчĕ. Волейболла выляссипе Шурут Нурăсри арçынсен команди çĕнтерчĕ. "Айтăр-ха, хĕрсем!" конкурс çĕнтерỹçисем _ Шурутри çемье врачĕн офисĕн ĕçченĕсем. Халĕ çамрăксем хăйсен пушă вăхăтне ăшă та çутă, хăтлă вĕрентỹпе культура цент-рĕнче ирттереççĕ. Центр каçхине 21 сехетчен ĕçлет. Кунта эрнере икĕ хут дискотека пулать. Унта çамрăксем 23 сехетчен савăнаççĕ. Сăмахран, волейболистсен секцине В.М.Гаврилов, шахматистсенне В.В.Скворцов ертсе пыраççĕ. Малашне центрта фитнес кружокĕн ĕçне йĕркелĕпĕр. Вĕрентỹпе культура центрĕн директорĕ- Т.И.Колпакова. Вăл кунти ĕçе лайăх йĕркелеме тăрăшать. Уявсем ирттерме В.М.Гаврилов, В.В.Скворцов, А.К.Алексеев вĕрентекенсем, М.Х.Хасянов, В.Н.Казакова, Ю.Н.Спиридонова спонсорсем питех те нумай пулăшаççĕ. Эпир Муркаш районĕнчи Юнкăри центртан нумай вĕренетпĕр. Вĕсен ĕçри опычĕпе паллашма унта темиçе хут та кайса килтĕмĕр. Çакă, паллах, пире хамăр ĕçе лайăх йĕркелеме май парать.
"Каçал Ен"