Комсомольский муниципальный округ

Шкулсенче улшăнусем пулĕç

Пĕлтĕр июлĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ район Пухăвĕн депутачĕсен пухăвĕнче районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсене 2004_2006 çулсенче реструктуризаци туса ялта пĕлỹ парассине лайăхлатас, унти вĕрентỹ пахалăхне ỹстерес тĕлĕшпе ятарлă йышăну тунă. Кăçалхи апрелĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков çак ыйтупа постановлени кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн Çĕнĕ Кипеç, Хирти Сĕнтĕр, Кĕçĕн Каçал, Тукай, Вăрманхĕрри Чурачăк пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕсене реструктуризаци туса пуçламăш пĕлỹ параканнисен йышне хăварнă. Çĕнĕ Кипеç тата Хирти Сĕнтĕр ялĕсенчи ачасемшĕн малашне Нĕркеç вăтам шкулĕ, тукайсемшĕн Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ, кĕçĕнкаçалсемшĕн Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ, вăрманхĕрричурачăксемшĕн Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕ база шкулĕсем пулĕç. Хырхĕрри вăтам шкулне пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул шутне кĕртнипе унта пĕлỹ илекенсем Асанкасси вăтам шкулне çỹрĕç. База шкулĕсене ачасене ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен министерство уйăрнă автобуспа илсе çитерĕç, каялла леçĕç. Реструктуризаци тунă шкулсен çурчĕсенче шкул çулне çитмен ачасем валли вăхăтлăх ушкăнсем йĕркелĕç.


"Каçал Ен"
16 апреля 2005
00:00
Поделиться