Уçă сывлăш параççĕ
ЧР Президенчĕ Н.Федоров кăçалхи çула Садсемпе парк-сен çулталăкĕ тесе палăртнă. Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Николай Васильевич "Йывăç ларт тата ăна упра" ятпа йывăç кунне ирттересси çинчен калакан Указа алă пуснăччĕ. Çанталăк ăшăтнăçемĕн пирĕн районта та йывăçсем лартас енĕпе анлă ĕçсем пуçланмалла. Çак енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Б.М.Каринкин нумаях пулмасть лару ирттернĕ. Апрелĕн 29-мĕшне йывăç лартмалли кун тесе палăртнă. Çак кун предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем тата уйрăм çынсем тавралăха ешĕл сăн кĕртес енĕпе ĕçлеме тухĕç. Эпир пурăнакан вырăнта симĕс йывăçсем пулсан, вĕсем хамăрах уçă сывлăш парнелĕç.
"Каçал Ен"